Хурăн çырли июнь уйăхĕ вĕçнелле е июль пуçламăшĕ тĕлне пиçетчĕ. Вăл вăрман уçланкисенче, хурăнсем сайрарах ларакан вырăнта ÿсетчĕ. Хĕвел çутипе пиçнĕ хĕп-хĕрлĕ çырласем пĕчĕк хунарсем пек ешĕл курăк ăшĕнче курăнатчĕç. Пирĕн ачалăхра хурăн çырли тахçантанпа кĕтнĕ çуллахи чи пĕрремĕш тутлă çимĕç шутланатчĕ. Ăна пуçтарма ушкăнпа çÿреме юрататтăмăр. Ун пек хаваслăрах та, аташса каяс хăрушлăх та сахалрах. Çула ункай пулса иртни çинчен каласа пама, ыттисене итлеме май пурччĕ.
Ту çине хăпарма çăмăл марччĕ. Такăрлатнă сукмаксем тăваллана утма чылай çăмăллататчĕç. Çула ункай черчен пукане çеçкисем, сăпайлă салтак тÿмисем, тÿпе евĕр сенкер цикори тĕл пулатчĕç.Ту тăрринче тутлă шăршăллă турă амăш курăкĕ ÿсетчĕ. Сукмаксен çурма çулĕнче пирĕн юратнă хурăн ларатчĕ. Эпир ун патĕнче ялан сывлăш çавăрма чарăнаттăмăр. Йывăç тайăлса ÿснипе ун çине выртса канма та пулатчĕ. Унпа юнашарах çăлкуç шăнкăртататчĕ. Анчах та эпир çÿлерех, ту тăрри çывăхнерех вырнаçнă çăлкуçран шыв ĕçме юрататтăмăр. Утса ывăннипе хашкаса тăраканскерсем чарăнаттăмăр, черетпе сивĕ шыв ĕçеттĕмĕр. Çăл куçа тав туса е аслисем каланă тăрăх, пыра сивĕ ярса ан илтĕр тесе, шыва курăк татса пăрахаттăмăр.
Маринăн ашшĕ, Толя пичче, çемçе алюмини пралукран кĕленче банкин аврине ăста авма пĕлетчĕ. Унăн алли айĕнчен витĕр курăнакан пĕчĕк те хитре бидон пулса тухатчĕ. Çакăн пек ункайлă та хитре савăтпа камăн çырлана каяс килмĕ вара? Ку хутĕнче те Марина хăйĕн илĕртмĕш бидонĕпе ман пата килсе çитрĕ. Ăна çавăркаласа, алăпа тытса пăхнă хыççăн манăн та çавăн пек бидон хуçи пулас килсе кайрĕ. Килте 750 грамм шăнăçтаракан банка тупнă хыççăн тантăшпа Толя пичче патне кайрăмăр. Вăл ачасене хăйсен нушисемпе пырсан ялан пулăшатчĕ. Ытти чух та пире валли тĕрлĕ вăйă-кулă уйласа тупатчĕ. Анатолий Васильевич хăва хуллинчен шăхлич ăсталама пĕлетчĕ, çĕр çинче выртакан тирек мамăкне вут хыптаратчĕ, хăйĕн Ингус йытти мĕн тума пĕлнине кăтартатчĕ. Тата Марина çÿçĕнчен пирус тĕтĕмне те кăларма пĕлетчĕ. Ун пек туни пире питĕ хаваслантаратчĕ, ахăлтатсах кулаттăмăр. Ингус Кавказри овчарка ăрачĕллĕ пысăк аçа йытăччĕ. Унăн çăмĕ вăрăм та шурă-хăмăр тĕслĕччĕ. Хĕлле Толя пиччен ачисем ăна ача-пăча коляскинчен ăсталанă çунана кÿлсе ун çинче ярăнатчĕç. Хуçи пирус туртнă чух Ингус ялан унăн урисем патĕнче хуралласа выртатчĕ. Йытă, кил-йышри çынсемсĕр пуçне, никама та çывăха ямастчĕ. Эпĕ унран шикленерех тăраттăм. Пĕррехинче пуçĕнчен ачашлас терĕм çеç, вăл хăрлатма тытăнчĕ, эпĕ çапла туни килĕшмерĕ пулас. Çакăн хыççăн тек туслашас шухăш пулмарĕ вара манăн.
Толя пичче электрик пулса ĕçлетчĕ. Алюмини пралук унăн ялан алă айĕнче пурччĕ. Ăста та вăйлă аллисемпе 5-10 минут хушшинче кĕленче савăт çумне авăр ăсталама пултаратчĕ.
Эпир, хурăн çырли пуçтарма шутланăскерсем, Алена тантăша та чĕнес терĕмĕр. Вăл тепĕр урамра, пысăк мар хăтлă çуртра пурăнатчĕ. Лазаревсен килĕнче ялан таса та тирпейлĕччĕ. «Кунта çулла Павлик пичче çывăрать, вăл килте çук чух эпĕ Светлана аппапа каç ирттеретĕп», - терĕ вăл çенĕкрен пире пÿртне ертсе кĕнĕ май. Тантăш пирĕнпе çав самантрах вăрмана кайма хатĕр марччĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Санькка пиччепе Нюра аппа, вăрмана вут хатĕрлеме кайнă. Ăна вара чăх-чĕп валли пĕçерекен пысăк бакри çĕр улмине сăнама хушса хăварнă. Шыв вĕреме кĕрсен тăкăннă та çулăма сÿнтернĕ. Виççĕн тан Аленăна пулăшас тесе тăрмашатпăр. Бак айне шăрпăк тĕртсе конфоркăна чĕртес тетпĕр. Савăт сарлака пулнипе çулăма кирлĕ вырăна нимĕнле те çитерсе пулмасть. Вĕри бак тĕпĕ пÿрнесене пĕçертет, çитменнине тата шарпăкĕ ăнсăртран сÿнсе ларать. Кĕтмен çĕртен тантăшăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пÿлĕме пырса кĕчĕ. Петя çитĕннĕ каччă, район центрĕнче фотограф пулса ĕçлетчĕ. Вăл Аленăран ашшĕпе амăшĕ çинчен ыйтрĕ те тухса каясшăн пулчĕ. Анчах та тантăш ăна пулăшма ыйтрĕ. Эпир пурте мĕнле майпа вăл çак ĕçе тăвассине сăнаса тăратпăр. Пысăк та йывăр савăта куçарса лартать е шăрпăка конфорка патне тĕртсе чĕртет-ши? «Ручкăн стерженьне пар-ха мана», - нумай уйласа тăмасăр хушрĕ вăл тантăша. «Ытти чух пушаннă стержене шăрпăкпа хĕртсе хăмпă вĕрсе кăларма пулатчĕ. Нивушлĕ вăл çавăн пек тума уйлать?» - вĕçсе иртрĕ пуçра çиçĕмлĕ шухăш. Петя вара пачах урăхла турĕ. Стерженĕн пушă вĕçне шăрпăк пĕрчине тăхăнтартрĕ, чĕртсе конфорка патне илсе пычĕ те газ уçрĕ. Газ плити сенкер çулăмпа çунма пуçларĕ. Нумай хускану тумасăр çак çăмăл меслетпе пирĕн ыйтăва хăвăрт çеç татса пачĕ! Петя мана ун чух чăн-чăн асамçă пекех туйăнчĕ. Пирĕншĕн çакă, уйрăмах хамшăн, чăн-чăн çăлăнăç пулчĕ. Çак майпа кайран килте пĕрре мар усă кураттăм. Хамăн аппасене те кăтартса панăччĕ. Çавăн чух вăрмана çырла пуçтарма пурпĕрех çитрĕмĕр. Алена ĕçĕсене пĕтерсен пирĕн пата килсе çитрĕ те ушкăнпа пуçтарăнса ту çинчи вăрмана кайрăмăр.