-26 °С
Пӗлӗтлӗ
– Мăнукăм, воспитатель патне пыр та мана илме асатте килнĕ, кайма юрать-и тесе ыйт, – терĕм эпĕ тунсăхланăскере васкатса.
Арçын ача хăвăрт кăна чупса кайрĕ те самантрах каялла таврăнчĕ.
– Асатте килчĕ тесе пĕлтертĕн-и вара? – тĕпчерĕм маттурскере.
– Çук, асанне килнĕ терĕм, – хурав пачĕ киле васкакан.
– Мĕншĕн суйрăн вара? – ăнланаймасăр тăратăп эпĕ. Чăнах та мĕншĕн ун пек каланине пĕлеймерĕм.
– Ирхине анне сана илме асаннÿ килет терĕ. Эпĕ кунĕпех асаннене кĕтрĕм. Çавăнпа çапла каларăм, – тÿрре тухма тăрăшрĕ амăш сăмахне итлекен мăнук.
Василий НИКИТИН.