Ялан ĕçсене пĕрле, пĕр вăхăтра тăватпăр. Унăн çывăхри хулара ывăлĕпе кинĕ пурăнаççĕ, мăнукĕсем пур. Манăн та ачасем пур, анчах вĕсен çемйисем инçетре, Мускав таврашĕнчех. Çавăнпа та çĕр улми акма пулăшма пĕр эрнене каярах килеççĕ. Унччен эпĕ вăрлăхне сивĕ шăтăкран кăларса нÿхреп çине сарса хуратăп, хĕвелпе лайăх ăшăтса качалантаратăп.
Анфиса карчăкăн ачисем вара питĕ васкав килеççĕ, хăвăрт çеç пахчине сухалаççĕ, çĕр улмине сивĕ çĕртен кăларнă-кăларман лартаççĕ. Эпĕ кая юлнă тесе пĕрре те пăшăрханмастăп. Мĕншĕн тесен манăн улма, лайăх ăшăнса шăтнăскер, час шăтса тухать. Ман кÿршĕн вара, пĕр е икĕ эрне маларах лартнă пулсан та, час шăтса тухаймасть. Эй тарăхать вара кÿршĕ карчăк: «Манран кайран лартрăн, ма сан улму час шăтса тухать вăл?», – тесе ыйтать манран. «Кунта вăрттăнлăх çук та. Ӳсен-тăрана та ачаш алă кирлĕ çав», – тетĕп. Мĕнле хĕвел çинче хĕртсе, ачашласа качалантарнине каласа паратăп.
Çапла халĕ ĕнтĕ кÿршĕ Анфиса кинемей те манран юлмасть, пурне те ман пек тăвать. Чăвашсем авалтан хуçалăх тытма, çимĕç ÿстерме пĕлеççĕ çав. «Маттур эсир, чăвашсем», – тесе мухтать вырăс хĕрарăмĕ хăш чухне. Ачашламасан, çĕр улми те ÿсмест çав. Çакă тĕрĕс.
ШУРÇĂЛ Лити.