Пур хыпар та
Редакци почтинчен
19 Октябрӗн 2025, 11:00

Савни хапха умне мар, чарăнава çитнĕ

Зоя – хĕрĕх çула çывхаракан пĕччен хĕрарăм. Халĕ те качча кайман, ачи-пăчи те çук. Аслă пĕлÿ илсен тăван ялне таврăнчĕ. Пĕр вăхăт ача садĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшрĕ, унтан пĕччен пурăнакан пĕр кинемее пăхрĕ. Евкен аппан Зойăпа танлаштарсан çемйи те, ачисем те пулнă. Анчах вирлĕ сăмаха пула вĕсемпе хутшăнмасть.

Савни хапха умне мар, чарăнава çитнĕ
Савни хапха умне мар, чарăнава çитнĕ

Евкен аппа мĕн ачаранпах пахча çимĕçе, ÿсен-тăрана сăнама кăмăлланă. Пушă вăхăтра утарта тăрăшнă. Уй-хиртен кĕме те пĕлмен, тĕпченĕ, сăнанă. Хул хушшине тетрадьпе ручка хĕстерсе кукашшĕн кашни сăмахне тăнлама тăрăшнă. Агроном пулас туртăм кунран-кун вăйланса пынă. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Пуçланнă вара çамрăк хĕршĕн таса хут листи пек çĕнĕ пурнăç.

Вĕсене ун чухне пĕр колхоза практикăна янăччĕ. Мĕн тери савăнăç! Шăпах çавăн чухне паллашрĕ те Евкен пулас мăшăрĕпе Мĕкĕтепе. Тин çеç салтак аттине хывнăскер колхозра трактористра вăй хуратчĕ. Пиçсе çитнĕ хура çĕмĕрт евĕр куçлă, ал туни хулăнăш сарă çивĕтлĕ, шăнкăрав саслă хĕре кăмăлларĕ яш. Диплом иличченех хĕр çие юлчĕ. Мăшăр пĕрлешсе ватăлса виличчен пĕр сукмакпа утмашкăн тĕв турĕ. Чаплă туй кĕрлеттерчĕç. Пурăна киле вĕсен икĕ хĕр те пĕр ывăл çуралчĕ. Шел те, упраймарĕ Евкен çемьене, уншăн халĕ те кунсерен тăварлă вĕри куççуль тăкăнать.

– Пурнăç çавах малалла шăвать, санăн та ватлăхра ман пек пĕччен кун кунламалла ан пултăр ĕнтĕ, хĕрĕм, – терĕ ватăскер Зойăна сиплĕ курăк чейĕпе сăйланă май.
– Çаплине çапла та-ха, анчах та ман валли халь тин йĕркеллĕ арçын тупăнаяс çуках пуль, – хуравларĕ куçĕпе урай хăми çурăкне тимлĕн сăнанă май Зоя.

Турă çырни хапха умне килет теççĕ. Паян урамра иртенпех çумăр лÿшкет, хĕрарăмăн чунĕ вырăнта мар, ăшĕ вăркать. Вăл сивĕ çумăра пăхмасăрах кинемей патне çул тытрĕ. Лавккана кĕрсе Евкен аппа валли халва туянчĕ. Инçех мар вырнаçнă автобус чарăнăвĕнче пĕр çын тĕршĕнсе ларнине асăрхарĕ. Арçын Зойăна курсан яшт! çеç ура çине тăчĕ.

– Ара, паян канмалли кун вĕт, автобус çÿремест. Çав çăмăл машинăпа кайсан çеç. Сирĕн ăçта çитмелле? – тĕпчерĕ Зоя.
– Сывлăх сунатăп. Мана сирĕн шкула биологи вĕрентекенĕ пулма ячĕç, анчах витререн тăкнă пек çумăра пула-ши пĕр çын та çук. Сирĕн ялта Евгения Филипповна хваттере ярать терĕç, – шăннăран тытăнчăклăрах хуравларĕ палламанскер.

Зоя Евкен аппа патне Петĕрпе утрĕ. Часах сĕтел çине пăсланакан кăмака яшки, вĕри чей тата ирпе анчах янтăланă çăмартапа симĕс сухан кукăлĕсем лартрĕç. Петĕр хăйне ырă тунăскерсем çине лăпкă тинĕс евĕр кăн-кăвак куçĕпе чылайччен тинкерчĕ, калаçу чиперех сыпăнчĕ. Таврана каç сĕмĕ çапсан çеç вĕсем сĕтел хушшинчен тухрĕç.

– Петĕр, эсĕ те Зоя пекех хăраххăн кун кунлатăн. Тен, икĕ пĕччен чĕрене пĕрлештерсе мăшăр çунат тăвас? – терĕ пĕррехинче ыр кăмăллă карчăк чеен йăл кулса хайхискерсене сăнанă май.
– Мĕнех, эпĕ хирĕç мар, асанне. Зоя килĕшсен паянах çак ятпа уяв паллă тума хатĕр, – шăппăн калаçрĕ арçын пулас мăшăрĕнчен куç илмесĕр.
– Шÿтлеместĕн пулсан… – йăл-йăл çиçрĕ чăн телей тупнă Зоя. Мăшăр туй кĕрекине хăна пухса тăкакланмарĕ, мăшăрлану керменĕнче çырăнчĕ çеç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, çемьене çĕнĕ кайăк та вĕçсе килчĕ.

Инна.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас