Акă, пенси вăхăчĕ те çитрĕ. «Ĕç çук, хĕл çук ... йĕм çук,» – тетчĕ ман Куля кукка. Вăхăт иртет пек те, иртмест пек те. Хăш чухне чарăнса та ларать, тĕнче кичемленет. Пăртак чун уçма тесе эпир, пенсионерсем, пÿрт умне тенкел çине тухса ларатпăр та тем те сÿтсе яватпăр. Пĕрер аван пăтăрмах килсе тухсан вара апат çиме те манса каятпăр. Пирĕн подъездра виçĕ пенсионер: эпĕ, Крахьян тантăшăм тата Çтаппан Иванччă.
Пĕррехинче çапла Крахьян кинемейпе ларатпăр пуш параппан çапса. Кăнтăр апачĕ çывхарать. Çтаппан Иванччă лавккаран таврăнать. Çăкăрпа сĕт илме кайнă пулнă. Вăл пирĕн ума пырса чарăнчĕ те:
– Сире пĕр ыйту паратăп. Крахьян тени вырăсла мĕнле пулать? – тет.
Эпир хулпуççисене сиктерсе илтĕмĕр те уя кайрăмăр.
– Графиня мар-и çак? – тетĕп.
Ман çине тантăшăм пăхса илчĕ те:
– Ара, мĕнле графин пулам, шыв ямалли хатĕр-и эпĕ вара? Тепĕр тесен, Графиня граф арăмĕ пулать! – сассине çÿлерех çĕклесе кăшкăрса калаçа пуçларĕ кÿреннипе.
– Агриппина, Агрофена, Грибка, Феня..., – хушса каларĕ Çтаппан Иванччă.
Пирĕн Крахьян пушшех кăтăрса кайрĕ:
– Тата мĕн тупса калатăр-ха? “Грипка” тетĕн-и? Эпĕ кăмпа мар, Крахьян и всё! Эпĕ – чăваш, вырăс мар, чă-ă-ă-ваш! Ăнлантăр-и!? Крахьян! Мана çак ята, аттепе анне... çитмĕл çул каярах, пачăшка кĕлли туса, тĕне кĕртсе, хĕрес хывса панă! – тесе хыттăн каларĕ те ялт! сиксе тăчĕ.
Кÿреннипе килĕ енне пуç каçăртса, таплаттарса утса кайрĕ. Эпир чĕннине илтмĕш пулчĕ, çаврăнса та пăхмарĕ. Эх, çынна мăшкăлланă пек пулса тухрĕ-ха ку. Мĕнле ĕнтĕ тантăшăма кайса йăпатас, каçару ыйтас? Ларатпăр çав пуçсене чиксе. Пăлханнипе хамăн та пит-куç çунма тытăнчĕ, хĕрелсе те кайрĕ пулмалла.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Крахьян каялла чупса тухрĕ.
– Вырăсла ят парас тесен, кĕскен мана Яна тесе чĕнĕр апла..., – терĕ хĕрелсе кайса. – Вăт, тавтапуç сана, тепĕр ят тупса патăн мана! Яна, Яна... точнă!
– Эх, Крахьян тăванăм, эпĕ тĕпчев ĕçĕ валли кăна ыйтнăччĕ çакна. Чăваш ячĕсене вырăсла куçарса «словарь» кăларасшăн. Каçарсамччĕ мана... – терĕ Çтаппан айăплăрах куçĕсемпе ват хĕрарăма сăнаса.
Эпĕ вара темшĕн кулса ятăм, унтан Крахьянпа Çтаппан ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Виççĕн тан урам янратса, чăх кăтикленĕ пек ахăлтатса кулатпăр. Иртекен çынсем пирĕн çине тĕлĕнсе пăхса иртсе каяççĕ.
«Ним çукран нимĕр» пĕçерсе илтĕмĕр вĕт паян эпир. Ыран тата мĕн шутласа тупăпăр-ши? Çапла, пенсие тухсан хаваслă пурăнатпăр. Пире укçа çитменни аптратмасть, вăхăт сая кайни тарăхтарать. Мĕн те пулсан тăвасчĕ, хамăр хыççăн ырă йĕр хăварасчĕ тетпĕр. Кĕскелсе пыраççĕ-çке ĕмĕрсем, пыл-сахăрсем парсан та чарас çук.
ШУРÇĂЛ Лити.