

«Пуйăсри пикере» çамрăк çынсен çул çӳрев вăхăтĕнчи паллашăвне, вĕсен шухăш-кăмăлне уçса панă.
Унăн кĕске содержанийĕ çапларах: Арсений ятлă каччă çар хĕсметĕнчен таврăннă чухне пуйăсра Виктория ятлă пикепе паллашать. Çамрăксем çул тăршшĕпе калаçса пыраççĕ. Тин кăна паллашни те, пĕр-пĕрне лайăх пĕлменни те шăкăл-шăкăл пуплеме чăрмантармасть вĕсене. Шупашкара çитсен хĕр качча хăйĕн патне хăнана чĕнет. Тăван ялне ашшĕ-амăшĕ патне çитме шухăшланă Арсений малтанхи планĕсене манса Викăпа пĕрле утать. Юрату историйĕ мĕнле кĕтмен çĕртен пуçланать, çаплах вĕçленет теме пулĕччĕ. Анчах кунта апла мар, автор вулакана шухăша путма хистет. Каччă хĕр патне шăнкăравлать, лешĕ телефонне тытмасть. Арсений тăрук хăраса ӳкет: ара, нимĕн те пĕлмест-çке вăл Вика çинчен. «Мĕн çинчен калаçрĕç вара вĕсем адресне те ыйтса пĕлмен пулсан? Э.Ремаркăн кĕнекине сӳтсе явни халь Викăна шыраса тупма нихăш енчен те пулăшмасть Арсение...
Жанр енчен ку хайлав – лирикăллă-психологиллĕ калав. Вăл çул çӳрев евĕрлĕ пулсан та тĕп вырăнта – геройсен кăмăлĕ, вĕсен шухăшлавĕ тата туйăмĕсем.
Калав, тĕпрен илсен, виçĕ пайран тăрать. Пуçламăшĕнче – Мускав вокзалĕнчи тĕл пулу, тĕп пайĕнче – пуйăсри калаçу тата паллашу, вĕçĕнче – Шупашкар тăрăх çÿрени. Автор ĕç-пуçа пĕр тĕлтен тепĕр тĕле куçарса пырать, малтанхи самантсемпе тепĕр хутчен танлаштарса тăрать.
Калавăн тĕп геройĕсем – Арсений тата Вика. Арсений – çамрăк каччă, вĕреннĕ çын. Вăл Мускавра хĕсметре тăнă, халь салтакран тăван килне, Чăваш Ене, таврăнать. Унăн чунĕ уçă, вăл çынсене ăнланать, юратать. Вика – пуйăсри пике, çамрăк, хитре, ăслă хĕр. Вăл та Мускавра вĕренет, ĕçлет. Унăн кăмăлĕ çивĕч, вăл хăйне евĕрлĕ. Арсений – лирика геройĕ. Вăл хăйĕн шухăшĕсене, туйăмĕсене, Викăна юратнине кăтартать. Автор ун урлă çамрăк çыннăн шухăш-кăмăлне, ăна мĕн пăшăрхантарнине, мĕн ĕмĕтленнине уçса парать.
Хайлавăн тĕп шухăшĕ – çын пурнăçĕнче ăнсăртан пулса иртекен тĕлпулусем тата паллашусем пысăк вырăн йышăнни. Вĕсем çыннăн шăпине улăштарма, ăна çĕнĕлле шухăшлама пулăшаççĕ. Автор çул çӳрев вăхăтĕнче çынсем пĕр-пĕринпе çывăх туслашса кайма пултарнине те каласшăн.
Калав чĕлхи – илемлĕ, сăнарлă. Автор çут çанталăка (çурхи çанталăк, çул), хула (Мускав, Шупашкар), пуйăс сăнарĕсем урлă геройсен кăмăлне уçса парать. Сăвăлла пуплев элеменчĕсенчен эпитет («çамрăк пике», «хура куçлă», «ăшă сăмах»), метафора («чун уççи», «пуйăс чĕлхи»), танлаштару («пуйăс пек хăвăрт», «кăмăлĕ уçă») тата анафора («Эпир... Эпир...») тěл пулаççĕ.
Владислав Николаевăн «Пуйăсри пике» калавĕ – çамрăклăх, юрату тата ĕмĕт çинчен каласа паракан хайлав. Автор хăйĕн калавĕнче çыннăн чун-кăмăлне, ăна мĕн килĕшнине, мĕн хумхантарнине питĕ ăста кăтартса панă. Ку калав вулаканшăн çывăх та ăшă, вăл çулçӳрев вăхăтĕнчи çутă самантсене аса илтерет. Пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, ун йышши калавсем вулама та питĕ интереслĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме те пулăшаççĕ.
Татьяна ИВАНОВА,
ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн 4-мĕш курс студенчĕ.