Çак кун, кашни çулах, Ульяновскри Ача-пăча вулавăшне пулăшу паракан фонд «Пирĕн тымарсем. Фольклорпа паллашатпăр» («Наши истоки. Читаем фольклор») акци ирттерме палăртса хурать. Çавна кура Пишпÿлекри тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăмри чăваш чĕлхипе культурине юратакансен «Салампи» клуб пайташĕсем кăçал тăваттăмĕш хут акцине хутшăнса «Тĕрлĕ наци пуканисем» ятлă мероприяти ирттерчĕç. Уйрăмах чăвашсен «Йăрăх» пукани çинчен тĕплĕн сăмах пычĕ. Çак йĕркесен авторĕ мероприятине хутшăннă шкул ачисемпе клуб хастарĕсене тĕрлĕ халăхсен кил-çуртри çынсен сывлăхне сыхлакан пуканесем (куклы-обереги) çинчен каласа пачĕ. Чăваш халăхĕн те çакăн пек пукане (Йăрăх) пур. Унăн историйĕ те питĕ кăткăс, вăрăм. Чăваш ачисене итлесе ларма та‚ пуканине алла тытса пăхма та питĕ интереслĕ пулчĕ. Кĕнекесене комплектлакан пай ертÿçи Люся Исаева библиотека килнĕ фольклор кĕнекисемпе паллаштарчĕ.