Николай Петрович Кожевников 1922 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Николай Меселпуçĕнчи 7 класлă, унтан Давлеканти комбайнерсен шкулĕсене пĕтернĕ. Вăл виççĕмĕш класранах механизатор пулма ĕмĕтленнĕ, питĕ техникăпа интересленнĕ, машинăсене юратнă, ытларах вара тракторсене. Прицепщик пулса ĕçлеме вырнаçсан хăй тĕллĕн трактора тĕпченĕ. Вун пилĕк çултах çамрăк ача руль умне ларнă.
1942 çулта, вун саккăр тултарнăскере, Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Вĕçевçĕсен чаçĕнче сержант званине çитсе çапăçусене хутшăннă. Реактивлă кăтарту управленийĕн взводĕнче вăл «Катюша» тупăсен залпне корректировка туса тăнă. Çавăн пекех Орелпа Курск пĕккинче пынă хĕрӱ çапăçусене хутшăннă. Малалла Курск, Чернигов, Варшава, Кенигсберг хулисене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă, Берлина штурмласа вăрçа вĕçленĕ. 1945 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ парадĕнче унăн кăкăрне Тăван çĕршыв вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ тата Мухтав орденĕсемпе 5 медаль илемлетнĕ. 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Николай Кожевникова, гварди старшинана Берлина илнĕшĕн М.Катуков генерал-полковник алă пуснă Хисеп хутне панă. Вăл паянхи кун Толбазă ялĕнчи историпе краеведени музейĕнче упранать.
Николай Дмитриевич Степанов 1928 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Меселпуç ялĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 1940 çул Дадан паççулккинчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. Малалла Меселпуçĕнчи 7 класлă шкула вĕренме кĕрсе 1944 çул вĕренсе пĕтернĕ. Микулай çав çулах Çтерлĕ хулинчи вырăссен педагогика училищине çул тытнă. 1947 çул унтан ăнăçлă вĕренсе тухса Даданри пуçламăш шкулăн ертÿçи пулса 1950 çулччен ĕçленĕ.
1950 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1953 çулхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен Хĕрлĕ Çарта пулнă. Унăн служби иккĕмĕш гвардиллĕ Хĕрлĕ ялавлă, Суворовăн 1-мĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ Таманский стрелковăй дивизинчи М.И. Калинин ячĕпе хисепленекен 290-мĕш полкĕнче танк командирĕ пулса иртнĕ. Службăри пысăк кăтартусемшĕн ăна ЦК ВЛКСМăн Хисеп хутне парса чысланă, тата Николай Степанов Мускаври Хĕрлĕ лапамри парада хутшăнма тивĕçнĕ. Парадра хăйĕн танкне кăтартуллă тытса пынăшăн дивизи командирĕ Хисеп хучĕ панă.
Анатолий Андреевич Терентьев 2001 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Меселпуçĕнче пурăнакан Ольга Анатольевнапа Андрей Васильевичăн çемйинче çуралнă. 2007 çул арçын ача шкула кайнă. Меселпуç вăтам шкулĕнче 9 класс пĕтерсен Ĕпхӱри топливăпа энерги колледжне нефть уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 2020 çул колледж пĕтерсенех ăна çар хĕсметне илнĕ. Анатолийĕн служби Наро-Фоминск хулинчи (Мускав облаçĕ) 4-мĕш гвардиллĕ Кантемиров танк дивизинче 275-мĕш хăй тĕллĕн çӱрекен артиллери полкĕнче пуçланнă. Вăл унта радиотелефонист пулнă. Ăна парада хутшăнма суйласа илсен ноябрь уйăхĕнче тренировкăсем пуçланнă. Кашни кун иртен пуçласа каçчен плацра стройпа çӱретнĕ. Февраль уйăхĕнчен вара çине тăрсах хатĕрлентерме пуçланă. Апрель уйăхĕнчен Алабинора репетици тренировкисем иртнĕ. Юлашки генеральнăй репетици те Алабинора, РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу умĕнче, иртнĕ. Парад умĕн виçĕ хут Мускавра репетици пулнă.
Çапла вара, Меселпуç çамрăкĕ Анатолий Терентьев, 2021 çулхи май уйăхěн 9-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ лапамра иртекен Аслă Çĕнтерӱ парадне хутшăнма тивĕçнĕ. Çак чаплă ĕçшĕн Анатолие медаль парса чысланă.
Хисеп те мухтав вěсене.
Иван ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ,
Меселпуç ялě.