Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ăрусен çыхăнăвĕ
5 Майӑн 2022, 10:33

Чуна çывăх тăван сăмах

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш тĕнчи тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Çак ятпа Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче уявсем иртрĕç, çав шутра Пушкăртстанра та.

Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах

Редакцие килсе çитнĕ материалсене хак парас пулсан вĕсем Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнчи, Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатарти шкулсенче анлă иртнĕ. Кунта тĕлпулусене вырăнти тĕрлĕ ăрури çынсемсĕр пуçне «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн çыравçисем Василий Антонов, Геннадий Челпир, Валентин Николаев, Аркадий Русаков хутшăннă. Сăмах ăстисем çамрăк ăрупа тăван чĕлхе тата унăн пĕлтерĕшĕ çинчен чуна уçса калаçнисĕр пуçне хăйсен сăввисене вуланă, юррисене шăрантарнă, кĕнекисене вулавăшсене парнеленĕ. Çамрăксем те хăнасемпе пухăннă халăха сăвă-юрăсемпе, ташă çаврăмĕсемпе савăнтарнă.

Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕнчи шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çак кун тĕлне чăвашсен çĕнĕ çырулăхне никĕслекенне И.Я. Яковлев çутта кăлараканăмăра халалласа унăн кĕнекисемпе тата ĕçĕсемпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ, «Пĕтĕм чăвашсен диктанчĕ – 2022» акцие хутшăннă. Кривле-Илюшке ялĕнче апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чуна çывăх тăван сăмах» район шайĕнчи асра юлмалла уяв йĕркеленине палăртмалла. Ял шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Надежда Ворошилова, вулавăш ĕçченĕ Надежда Алексеева тата Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн студенчĕ Дарья Ежова тăрăшнипе мероприяти хăй умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртнĕ. Уяв вăхăтĕнче виçĕ номинаципе – илемлĕ сăвă вуласси, чăваш юмахĕсенчи ÿкерчĕксене ÿкересси тата алă ĕçĕсем тăвасси – конкурссем иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ. Кунта районти чăваш культура обществи (ертÿçи – Светлана Иванова) тата районти тĕп библиотека (Татьяна Хлапонина) спонсорла пулăшу панине палăртса хăвармалла.
Паллах, Чăваш чĕлхи кунне ытти чылай районсемпе хуласенче те йĕркеленĕ. Кун пирки эпир иккĕленместпĕр. Çак ырă та сăваплă пулăм малашне тата та вăйлăрах вăй илсе пырасса, чăваш халăхне савăнăçпа çĕкленÿллĕ кăмăл парнелессе шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.

Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Чуна çывăх тăван сăмах
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: