Вулавăшăн тĕп пуянлăхĕ вăл – çÿлĕксем çинче вырнаçнă кĕнекесем. Кĕнеке фондне пуянлатмалли тĕп çăлкуçсенчен пĕри «парнелÿ» шутланать. Нумай пулмасть Усăллă вулавăшĕн çуралнă кунне халалласа чаплă та хаклă парнесем парнеленĕччĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнчех Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан Петровсен çемйи чаплă парне турĕ. Вĕсем пĕтĕм çемйипе искусство, литература пĕлĕвĕ тата илемлĕ литература енĕпе чылай кĕнеке парнелерĕç. Григорий Алексеевичпа Светлана Валерьевнăна çакăншăн пысăк тав. Парне тунă кĕнекесем çÿлĕксем çинче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç, хăйсен вулаканĕсене тупĕç.
Кĕтмен çĕртен виçĕ ăруран тăракан çемье (Абдулинсем, Арифуллинсем, Таймасовсем) библиотекăна хаклă парнепе савăнтарчĕ. Вĕсем Н.М. Карамзинăн «История государства Российского» ÿкерсе илемлетнĕ коллекци кăларăмне парнелерĕç. Кăларăм 12 томран тăрать, халĕ пирте унăн тулли пуххи пур. Юлашки вырăс летописецĕн Николай Михайлович Карамзинăн классика произведенине (унăн пурнăçĕнчи юлашки 25 çулĕнчи ĕçĕ) илемлетсе кун çути кăтартнă. Вулакансене кĕнекен сăран хуплашки, тимĕр хушмасемпе çăрасем, тĕрлĕ рамкăсем илĕртеççĕ.
Çÿлерех асăннă çемье «Вулавăша кĕнеке парнеле» Пĕтĕм Раççейри акци вăхăтĕнче тата тепĕр парне – «Московский Кремль из глубины веков» эсклюзивлă кăларăм – турĕ. Альбомра Мускав Кремлĕн пахалăхĕсемпе тата хаклăлăхĕсемпе, вырăс культурин паллă палăкĕсемпе, пултаруллă архитектор-строительсемпе тата ÿнерçĕсемпе паллашма пулать.
Александр Любанский хăйĕн килти библиотекинчен чылай кĕнеке пачĕ. Петровсен нумай ачаллă çемйи тата ялта пурăнакан ытти çынсем те акцирен пăрăнса юлмарĕç, вулавăша кĕнекесем илсе килчĕç.
Ырă кăмăллă çынсем Православи кĕнеки кунĕ тĕлне (ăна март уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) «Православный храм» ÿкерсе илемлетнĕ энциклопедие вулавăша илсе çитерни хăйне евĕр савăнăçлă пулăма çаврăнчĕ. Çак çынсене хаклă япаласемшĕн пысăк тав!
Усăллăра иртнĕ вăхăтпа паллашма май паракан кĕтес те пур. Музей ĕнерхи шкул çуртĕнче вырнаçнă. Кунта шăплăхра ĕнерхи класс кабинечĕсем тăрăх çÿреме, шкул çулĕсене аса илме, асатте-асаннесем хуçалăхра тата кил-çуртра усă курнă япаласене курса киленме май пур.
Музей тăтăшах çĕнĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Çак ĕçре те ырă кăмăллă çынсем пулăшаççĕ. Сăмахран, Алексей Георгиевичпа Наталья Валерьевна Петровсен çемйи арçынсен пуçне тăхăнмалли çи-пуçа – чăваш тĕрриллĕ калпак – туянма укçа-тенкĕ пачĕ. Алексей Валерьевич Степанов музее наци тĕррипе илемлетнĕ хальхи арçын кĕпине илсе килчĕ, Демьян Матвеев – асламăшĕн пуçне çыхмалли сурпан тутрине (сăн ÿкерчĕкре). Ĕлĕкхи тата хальхи тумсемпе, пуçа тăхăнмалли çи-пуçсемпе тата кăкăр çине çакмалли капăрлăхсемпе фотосесси вăхăтĕнче усă куратпăр.
Степановсен çемйи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне музейри фронт коллекцийĕ валли панă «Çарпа çыхăннă асăнмалăх япала» парни савăнтарчĕ кăна мар, тĕлĕнтерчĕ те. Асăнмалăх япалана хумханса йышăнтăм. Мĕншĕн тесен эпĕ экспоната сыхласа хăварассишĕн яваплă-çке. Çав шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă А.С. Степановпа тыл ĕçченĕн О.С. Степанован хаклă наградисене пулас ăрусем патне çитересси те. Вĕсен хĕрĕсем ашшĕпе амăшĕн наградисемпе япалисем музейра вăраха сыхланса юласса, обществăна усă кÿрессе шанаççĕ.
Халĕ вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем сахаллансах пыраççĕ. Анчах нумай çул иртсен те вĕсем пирĕн асра юлĕç. Пулас ăру вăрçăпа çыхăннă асăнмалăх япаласене алла илсен «Эпир пĕлетпĕр! Эпир астăватпăр! Эпир упратпăр!» тесе калĕç.
Ирина Перминова музее район хаçачĕн кивĕ номерĕсене парнелерĕ. Вĕсенче пирĕн пĕр ял çыннисем, колхоз çинчен çырнисем пур. Тата вăл диафильм (хăçан-тăр вăл 5 тенкĕ 88 пус тăнă), вăрçă хыççăн çĕленĕ хĕрарăм пальтине илсе килчĕ. Кашни япала вăл – истори, вĕсенчен кашнийĕ музейре хăйĕн вырăнне тупĕ.
Музей пÿлĕмĕнчи чÿречесене шурă пусмапа картăмăр. Çакăн пек туни экспонатсене хĕвел çуттинчен хÿтĕлеме пулăшать. Çак ĕçре Вера Иванова пулăшрĕ, вăл шурă пусмапа тивĕçтерчĕ. Ку чăннипех кăмăла çĕклет.
Музее аталантарма пулăшакан ырă та пысăк чĕреллĕ çынсене чун-чĕререн тав тăватăп. Çынсен чĕрисенче малашне те ыркăмăллăх тени тапса тăтăр.
Ольга ПАТРАЕВА, аслă библиотекарь.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.