Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăрусен çыхăнăвĕ
15 Августӑн 2023, 12:10

Чун туртни – физкультура учителĕ

Иртнĕ шăмат кун, август уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççейре Физкультурник кунне паллă турĕç. Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче те çак уява манăçа кăларман. Уяв умĕн пĕр кун маларах ялти библиотекăра Ольга Патраева вулавăш ĕçченĕ йĕркеленипе Физкультурник кунне тата Педагог-наставник çулне халалласа «Чун туртни – физкультура учителĕ» тĕлпулу иртнĕ.

Чун туртни – физкультура учителĕ
Чун туртни – физкультура учителĕ

Мероприятин сумлă хăнисен шутĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Владимир Парфирьевичпа Зоя Васильевна Даниловсем пулнă. Пĕрремĕшĕ ялти шкулта çамрăк ăрăва чылай çул хушши физкультурăпа географи предметне вĕрентсе спорт енчен пиçĕхтернĕ пулсан, унăн мăшăрĕ ачасене вырăс чĕлхине ăша хывма тăрăшнă. Владимир Парфирьевич шкул директорĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă.
Тĕлпулăва ытларах ачасем пухăннă. Апла пулин те ĕнерхи вĕрентекенсене вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулман. Физкультура учителĕ хăйĕн профессийĕ, киленĕвĕ, çав вăхăтри вĕренекенсем çинчен каласа панă. Паллах, нумай çул хушши тăрăшса пухнă ĕç опычĕ çинче те чарăнса тăнă. Унсăр пуçне ачасене хăй вăхăтĕнче Владимир Данилов тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсемпе Дипломсене алла илсе тытса пăхма та кăсăк пулнă. Вĕсене сумлă хăна ятарласа илсе килнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.

Чун туртни – физкультура учителĕ
Чун туртни – физкультура учителĕ
Чун туртни – физкультура учителĕ
Чун туртни – физкультура учителĕ
Чун туртни – физкультура учителĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: