Вĕренекенсемпе тĕл пулнă май ветеран хăйĕн вăрçă хыççăнхи йывăр ачалăхне аса илнĕ. Çавăн пекех çарта хĕсметре тăнă чухнехи кунсене куç умне кăларса тăратнă. Вĕсем Астара заставăра (Азербайджанпа Иран чиккинче) иртнĕ. Паллах, аслă ăру çынни следователь пулса ĕçленĕ чухнехи кăсăк самантсем пирки те каласа пама манман.
Тивĕçлĕ канăва кайсан Василий Антипович обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Уйрăмах ăна таврари çынсем Çтерлĕри «Тавах» чăваш халăх ансамблĕн хастар пайташĕ пулнипе пĕлеççĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем хăйсен сумлă ентешне Пушкăртстанри пионерсен организацийĕн ретне йышăннă, юрă-кĕвĕ шăрантарса ватă çыннăн кăмăлне çĕкленĕ. Çавăн пекех çамрăк ăру тăвăллăн алă çупса ветерана çуралнă кун ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Василий Антипович октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче 83 çул тултарнă.
Çак ăшă та кăмăллă тĕлпулăва Пушкăртстан тата Чăваш Республикисен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев таврапĕлÿçĕ йĕркеленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.