Асăннă мероприятие йĕркелекенĕ – тутар тата чăваш филологийĕн кафедрин доценчĕ Лира Афанасьева. Чăваш уйрăмĕнчи студентсем «Эреш» фольклорпа театр студийĕн (ертÿçи – Е.И. Иванова, режиссерĕ Н. Е. Кобцева) юрăçисемпе пĕрле хĕр пĕркенчĕкне тĕрленине театрализаци мелĕпе кăтартса пачĕç. Ĕлĕк-авал туй пĕркенчĕкне качча кайма вăхăт çитнĕ хĕрпе унăн хĕр-тантăшĕсем тĕрленĕ. Тĕр тунă вăхăтра хăйне кура шăплăха путнă. Кашни тĕрĕçĕ туй пĕркенчĕкĕнче чунри илеме тата ал-ĕç ăсталăхне кăтартма тăрăшнă. Хĕрсем туй пĕркенчĕкне тĕрленĕ май темиçе тĕрлĕ çĕвĕпе усă курнă: ултă ура, хур шăлĕ, шăпчăк сăмси, кăпшанкă т.ыт. Чăваш хĕрĕсем пĕркенчĕке тĕксĕм хĕрлĕ, симĕс, кăвак, сарă тĕссемпе тĕрленĕ. Тĕп тĕс юратăва, пурнăçа, çулăма палăртакан тĕксĕм хĕрлĕ тĕс пулнă. Тĕрĕ çинчи символсем пуян та тарăн, ĕмĕрхи пурнăç тытăмĕпе çыхăннă. Çакăн çинчен 4-мĕш курс студентки Инна Алексеева каласа кăтартрĕ.
Паянхи кун тĕрĕçĕсем авалтан килекен тĕрĕ çĕввисене тытса пыни савăнтарать. Вĕсенчен пĕри – Авăркас районĕн Чăваш Хурамал ялĕнче пурăнакан Ирина Филиппова. Вăл чăваш тĕрри уявĕн куравĕнче хăй тĕрленĕ минтер пичĕсемпе ал тутрисене тăратрĕ. Çавăн пекех студентсемпе шкул ачисене мастер-класс пачĕ. Тĕрĕ тĕрлесси çамрăксен кăмăлне уçсах ячĕ. Çак ĕç кăсăк та чунтан пулса пынине вĕсен савăнăçлă пит-куçĕ палăртрĕ.
Чăваш тĕррисен тĕслĕхĕсем Раççейĕн чылай музейĕсенче упранаççĕ. Шкул тата ял музейĕсенче упранакан авалхи тумсем çинчи тĕрĕсене те палăртмалла. Вĕсене пухса йĕркене кĕртесси çăмăл ĕç теме çук. Çакна Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал вăтам шкул музейĕн ертÿçи Юрий Леонтьев та хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май палăртса хăварчĕ. Юрий Харитоновичăн сăмахĕсене Усăллă ялĕн историпе этнографи музей ертÿçи Ольга Патраева çирĕплетрĕ. Самантпа усă курса Ольга Серафимовна Лира Аркадьевнăна асăнмалăх авалхи сурпан тутри парнелерĕ. Хире-хирĕç парне пултăр тесе тутар тата чăваш филологийĕн доценчĕ «Пушкăртстан чăвашĕсен туй мешехин поэзийĕ» кĕнекене парнелерĕ.
Чăваш тĕрри уявне В.Н. Шкарупа тĕрĕçĕ, Çтерлĕ хулинчи белоруссен вырăнти наципе культура автономийĕн ертÿçи тĕрленĕ белорус тумĕпе илем кÿчĕ. Вăл белорус тĕррипе чăваш тĕрри пĕр евĕрлĕрех пулнине палăртса хăварчĕ.
Пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн деканĕ Райса Илишева уява хутшăннă хастарсене чăваш культурине упрас, аталантарас ĕçре вăй хурса ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Вăл факультетра халăх йăли-йĕркисене упраса хăварас, аталантарас тата ҫĕнĕрен чĕртес тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварчĕ.
Ольга НИКИТИНА,
ĔНТУ Çтерлĕ
филиалĕн студентки.