Пионер! Пионер отрячĕ! Пионер дружини, «Хатĕр пул» пионерсен чĕнĕвĕ, 40 тата та ытларах çул тултарнисен ачалăхĕ шăпах çак ăнлавсемпе çыхăннă. «Пионер» сăмах йăм хĕрлĕ галстука, дружинăн Хĕрлĕ ялавне, чĕтренекен сасăпа сăмах панине, пионерсен пĕрремĕш салютне, кăвайт умĕнчи юрăсемлĕ походсене, интереслĕ çынсемпе тĕл пулнисене аса илтерет.
Тăван çĕршывăн пионерĕ пулас тесессĕн аттесемпе асаттесен ĕçĕсемпе мăнаçланас пулать. Мăнаçланас тесессĕн вара вĕсен паттăрла ĕçĕсене асра тытас, вĕсене манса каймасăр çĕршыв историне пĕлес пулать. Çĕршывăн историне хисеплесе тата Пионерсен кунне халалласа Приютово поселокĕнчи Ветерансен пĕрлĕхĕ Суккул ялĕнчи шкул ачисемпе тĕлпулăва килсе çитрĕ. Илемлĕ тăхăннă «пионерсем» (хĕрлĕ галстук çыхнă тата пилоткăсем тăхăннă ветерансем) параппан танкăртаттарса тата горн сассипе юрă юрласа ял клубĕн сцени çине тухрĕç. Мероприяти ветерансем çитĕнекен ăру валли хатĕрленĕ пионерсен сăмахĕсене каланинчен пуçланчĕ. Хăй вăхăтĕнче пионер пулнă ватăсем (вĕсен шутĕнче Рождественский ялĕнчен тухнисем те пур) хăйсен телейлĕ ачалăх саманчĕсене кăтартса пама тăрăшрĕç: сăвăсем каларĕç, пионерсен юррисене юрларĕç. Залра ларакансем вара артист-ветерансемпе пĕрле юрларĕç, вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Илемлĕ чăваш тумĕсем тăхăннă фольклор ушкăнĕ шăрантарнă юрăсемпе ветерансен пĕрлĕхĕ çумĕнчи пултарулăх кружокне çÿрекен çамрăк художник çырнă «На привале» картинăна ял клубне парнелени вара мероприятийĕн чи чаплă та асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Суккулсем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем хăнасем валли 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизине халалланă çарпа экспозици выставки йĕркеленĕ. Кунта дивизие пуçарса янипе, вăл йышра пулнă Суккул тата Ермеккей ялĕсенчи ытти кавалерист салтаксемпе, вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче япаласемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтернипе çыхăннă материалсемпе паллашма май пулчĕ. Тĕлпулу Суккул шкул музейĕнче пулса курнипе тата чей ĕçнĕ май аса илÿ авăрне путнипе вĕçленчĕ.
Мероприятие хутшăнакансем, çав шутра куракансем те, пурте пĕр шухăшлă пулнине палăртнă – кун йышши тĕлпулусем хальхи вăхăтра уйрăмах кирлĕ. Вĕсем халăха пĕрлештереççĕ, çамрăк ăрупа аслисен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетеççĕ, иртнĕ пурнăçăн никĕсĕ шутланаççĕ.
Галметдин СУЛТАНОВ, ĕç ветеранĕ.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.