Наци хăйне евĕрлĕхне çухатас мар тесен чи кĕçĕн ÿсĕмренех ачана халăх культурине, пуянлăхне ăса хывтармалла. Ача тăван чĕлхепе сăвă калать-и, юрлать-ташлать-и - вăл майĕпен кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянланса пырать. Çакна шута илсе Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнчи «Тополек» ача садĕнче тăрăшакансем вырăнта пурăнакан Степановсен чăваш музейне экскурси йĕркеленĕ.
Хуçасем шăпарлансене ăшшăн кĕтсе илнĕ, улма-çырла компочĕпе тата çăкăрпа хăналанă. Çакăн хыççăн аваллăх управçин хуçи Елена Васильевна чăваш халăхĕ кил таврашĕнче тата хуçалăхра усă курма хатĕрленĕ хатĕр-хĕтĕрĕ, наци тумĕ çинчен нумай интереслине каласа панă. Шăпăрлансем музейри кивĕ япаласене хаваспах тытса пăхнă. Вĕсене уйрăмах вырăс кăмаки килĕшнĕ. Пĕчĕк хăнасем Елена Васильевнаран кивĕ япаласен ячĕсене ыйтса пĕлнĕ, ыйтусем панă.
Çак кун, асăннă экскурси вĕсемшĕн чылайлăха асра юласса шанас килет. Мĕншĕн тесен аслисем çамрăк ăрăва халăх пуянлăхĕпе паллаштарас тесе тата тепĕр утăм тунă.