Амăшĕ юрланă сăпка юрри – ачапа амăшĕн малтанхи хутшăнăвĕ, пĕрремĕш пурнăç урокĕсем, пĕчĕкскере аталанма пулăшакан чи пĕлтерĕшлĕ хатĕрсенчен пĕри.
Паянхи аннесен кун йĕркине çырса тухнă тейĕн, ачасем те вăхăтпа çеç пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра амăшсем сăпка юрри юрлани сайра тĕл пулать, юрласан та çывăрма вырттарнă чух çеç шăрантараççĕ. Сăпка юррисем вара ачасене кăнтăрла та, каç та кирлĕ. Чылай чухне вĕсене юрлама сăмахĕсене пĕлменни чарса тăрать. Мĕншĕн тесен нумай çемьере ку йăла пăрахăçа тухнă ĕнтĕ.
Эпир, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташĕсем, Çтерлĕ хула администрацийĕн грантне çĕнсе илессишĕн тăратнă социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ май çут тĕнчене килнĕ ачасемпе амăшĕсене парне тума шутларăмăр: çичĕ тĕрлĕ халăх чĕлхинчи чи лайăх сăпка юррисене пухса управ символĕ хатĕрлерĕмĕр. Çтерлĕ хулинчи перинаталлă центрăн ертÿçине Радик Латыпова сăпка юррисемлĕ 1000 управ палли патăмăр. Ăна тин çуралнă ачасене больницăран кăларнă чух паракан комплект ăшне хурĕç. Амăшĕпе пепки пĕрле ирттернĕ вăхăт юратупа тата ачашлăхпа туласса, çак япаласем савăнăç илсе килессе шанатпăр.
Перинаталлă центр ертÿçи Радик Зинурович каланă тăрăх, кун евĕр проект пуçласа тĕл пулать. Çакă республикăри кăна мар, çĕршыври çамрăк аннесемпе пĕчĕк ачисемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Оксана ФЕДОРОВА,
Çтерлĕ хулинчи ЧНКА ертÿçи.