– Ак çак сăн ÿкерчĕкре камсем сăнарланнă? – терĕ.
– Ку акă санăн аннÿ. Вăл кунта пилĕк çулта. Пысăк аппупа пĕрле тăраççĕ вĕсем.
– Вĕсем те ман пек пĕчĕк пулнă-и? – тĕлĕнчĕ вăл.
Тепĕр сăн ÿкерчĕкре манăн аппа тата йăмăксем çамрăк чухне ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк, – ăнлантаратăп тĕпчевçе.
– Вĕсен хушшинче сирĕн аннĕр пур-и? – чĕвĕлтетет манăн матур хĕр ача.
– Çук, ку альбомра манăн аннен сăн ÿкерчĕкĕ çук. Тепринче пур, – пĕлтеретĕп пĕлме ăнтăлакана.
– Çапла-и? Кукаçи, санăн хăвăн аннÿне курас килет-и?
– Килет паллах.
– Курас килет пулсан куçна хуп та кĕтсе лар, – ырă ĕç тăвасшăн ăшталанать манăн асамçă мăнук.
Пурнăç саккунне улăштарма май çуккине пĕлетĕп пулсан та мĕншĕн-тĕр куçа хупрăм та пĕчĕк ача пек мĕн пуласса кĕтсе ларатăп.
– Вçо. Уç куçна, кукаçи. Сан умăнта аннÿ тăрать, – сас пачĕ манăн мăнук. – Паянтан эпĕ санăн аннÿ пулатăп.
Тавçăрулăхшăн тĕлĕнсе куçа уçрăм та чиперккене ыталаса илтĕм.
– Эпĕ те, ачам, сана юрататăп, – терĕ вăл. – Хăвăртрах вырăн çинчен тăр та утиялпа минтере тирпейлесе хур, унтан шăлна тасат, çиме лар.
Унтан кăшт тăхтаса тата сывлăш çавăрса илсе:
– Паян канмалли кун. Çинĕ хыççăн пÿлĕмсенчи палассене пылесоспа тасатса тух. Кайран лавккасем тăрăх çÿрĕпĕр, – терĕ.
Куçне пĕр мăчлаттармасăр, кулмасăр калаçрĕ те калаçрĕ. Çав хушăра мĕн чуль ĕç хушма ĕлкĕрчĕ. Манăн ăна ăшшăн çупăрлас килчĕ: тăрăшулăхшăн, артистла хăтланăвĕшĕн.
– Çук, мăнукăм, мĕн чуль ĕç хушсан та, вĕрентсен те, пулăшма тăрăшсан та эсĕ манăн аннене, мăн кукамуна, улăштараймастăн, – çепĕççĕн ыталарăм пĕчĕк те пуçаруллăскере ырă сунса. Вара урама таса сывлăшпа сывлама, çут çанталăк илемĕпе киленме тухса утрăмăр.
Петр КАШЕЕВ.