Пирĕн район ял хуçалăх отраслĕнчи ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе палăрса тăрать. Çав шутра сăпайлă та палăрман хурт-хăмăрçă профессийĕ пур. Асăннă професси çыннисем çуркуннепе çуллан кĕске тапхăрĕнче тĕнчипе паллă сиплĕ пушкăрт пылне хатĕрлеме ĕлкĕреççĕ. Кашни çул август уйăхĕн 14-мĕшĕнче хурт-хăмăрçăсем професси уявне – Пыл Сăпасне паллă тăваççĕ. Çак вăхăталла çеçке çуракан ÿсен-тăран сахалланать, çавăнпа та халăх хушшинче çак кунтан пуçласа пыл хурчĕсем ĕçлеме чарăнаççĕ тесе калаççĕ.
– Туймуков хурт-хăмăрçăсене районта пурте пĕлеççĕ. Пирĕн çемье йышлă, пирĕн хушамата, хатĕрлекен пушкăрт пылне пĕлекен çын нумай, - тет сăпайлăн сăмах ваклама юратман ĕç тата Афганистан вăрçин ветеранĕ, çапăçура палăрнăшăн «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ Петр Туймуков. – Эпĕ - пиллĕкмĕш ăрури хурт-хăмăрçă. Манăн атте Клементий Семенович Туймуков кÿршĕ Юманлăх ялĕнче пурăнать. Ÿсĕмĕпе 93 çула кайнă пулсан та халĕ 50 вĕллерен тăракан утар тытать. Вăл тăван колхозра малтан Ермолкино, унтан Рудник ялĕсенче утарçăра ĕçленĕ. Аттепе анне виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Эпир – пурте ăста хурт-хăмăрçăсем. Манăн ĕçлĕ пурнăç Рудник ялĕнчи утарта пуçланчĕ. 1981-1983 çулсенче çарта пултăм. Афганистанра Пишпÿлек районĕнчи Дюсян ялĕнчи Марсель Кашаповпа хĕсметре тăтăмăр, сержант званийĕпе Т-62 танк командирĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм.
2025 çул Туймуковсемшĕн ăнăçлă пулнă. Иртнĕ кĕркунне çителĕклĕ саппас хатĕрленĕ пыл хурчĕсем хĕл лайăх каçнă. Çуркуннехи ревизи иртнĕ хыççăн хуртсем Менеуз шывĕ хĕрринчи улăхсемпе çарансенчен чылай пыл пухнă. Хăш-пĕр вĕллери хуртсем уйрăмах тухăçлă ĕçленипе пилĕкшер хут пыл уçлама тÿр килнĕ. Вăтамран кашни пыл хурчĕн çемйинчен 50 килограма яхăн паха пыл тухнă.
– Çирĕм çул тăршшĕ пыл хакĕ пĕр шайра тăрать, çав вăхăтрах унăн производстви валли кирлĕ япаласен хакĕ ÿсет. Сăмахран, виçĕ литрлă пушă савăтăн хакĕ çĕр тенкĕрен иртрĕ, – хурт-хăмăрçăн çăмăл мар ĕçĕ çинчен каласа парать Петр Клементьевич. – Вĕсене хĕл каçармалли çурт хатĕр. Мăшăрпа, Наталья Петровнăпа, иксĕмĕр виçĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр, халĕ пире Давид мăнук савăнтарать. Ачасем пире пур ĕçре та пулăшма тăрăшаççĕ. Эпир вара 93 çулхи хурт-хăмăрçă аттене пулăшатпăр.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ермолкино ялĕ.