

Мероприятин тӗп пулӑмӗ – виҫӗ ӑру çыннисен: кукамăшĕ, амăшĕ тата мӑнукĕ хушшинчи калаçу. Вӗсен историйӗ хӑйсен йӑли-йӗркисене упракан чӑваш ҫемйин ҫутӑ тӗслӗхӗ шутланать. Кукамăшĕ, Ирина Федоровна Герасимова, ӑруран ӑрӑва куҫакан ҫемье историйӗсемпе, йӑли-йӗркисемпе паллаштарчӗ, чӑваш тумӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ачасем чăвашсен наци тумтирĕпе, пуçа тăхăнмалли хушпу-тухьяпа паллашрĕç. Унăн кашни пайĕ, ҫанӑ ҫинчи эреш-и е пиҫиххи тӗсӗ-и, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, ӗненӗвне кӑтартакан тарӑн пӗлтерӗше упрани ҫинчен пӗлчӗҫ. Вӗренекенсем ҫемье архивӗнчи авалхи кӗпесене, эреш-тӗрӗсене, сӑн ӳкерчӗксене хак пачĕç.
Амăшĕ, Галина Сергеевна Исаева, ҫемье канӑвӗ тата килӗнче пурӑнакан ырӑ йӑла-йӗркепе çыхăннă историсемпе паллаштарчӗ. Унӑн ултӑ ҫулти хӗрӗ Вероника хăйне килĕшекен ĕçĕсем, ҫемье уявӗсене хатӗрленни, килти кушак, кролик тата йытти ҫинчен ăшшăн каласа пачӗ. Тата вӑл савӑнӑҫлӑ хыпара пĕлтерчӗ – халĕ ашшĕпе амăшĕ ун валли инкубатор туяннă! Кӗҫех ҫӑмартаран чӑх чӗпписем тухма тивĕç. Хĕр ача каланӑ тӑрӑх, чӗр чунсене пӑхни ӑна яваплӑхпа ырӑлӑха вӗрентет, кашни куна телейлӗ те çутă тӑвать.
Мероприяти кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Шкул ачисем калаçăва хастар хутшӑнчӗҫ: ыйтусем пачӗҫ, кăсăкланчĕç, кашни саманта ăша хывма тăрăшрĕç. Асăннă тӗлпулу ҫемьери йӑла-йӗркесем ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва упрас тата пӗрлештерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине ҫирӗплетрӗ.
Елена ГОРДЕЕВА, ача-пăча библиотекин тĕп методисчĕ.
Пелепей хули.