Урал сасси
+17 °С
Облачно

Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ

е «çирĕп кăмăллă директор» ял çыннине чиртен сыхласа хăварни  

Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕИсторие юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ

Пĕр çын пурăннă. Унăн хăтлă çурчĕ, çирĕп çемйи, хуçалăхĕ пулнă, газ участокĕнче слесарьте ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле пурнăçĕ ытти çынсенни пекех, хăш-пĕрисемпе танлаштарсан – лайăхрах та. Ырă кăмăллă, анлă тавракурăмлă Геннадий Трофимов историпе кăсăкланнă. Икĕ çул каялла унăн пурнăçĕнче инкек пулса иртнĕ – кăшăлвирус чирĕпе чирленĕ хыççăн чĕри ыратма тытăннă. Миокард инфаркчĕ, больница, пурнăçшăн кĕрешни... Анчах çак йывăр тапхăр кĕтмен пулăмсемпе савăнтарнă: Трофимов истори управçи пулса тăнă, Федоровка тăрăхĕнче çĕнĕ паллă вырăн уçăлнă.

 

Алăкна уç-ха, пĕчĕк çурт

– Эпĕ вăрахчен чирлерĕм, вăй пухма йывăр пулчĕ, ĕçлеме те пултараймастăмччĕ. Çапла пурнăçран та уйрăлса кайма пултарнă. Пĕррехинче мăшăрăм кивĕ пичкесем тыттарчĕ те «вĕсене йĕркене кĕрт-ха» терĕ. Майĕпен вĕсене тасатрăм, тикĕслесе якатрăм. Хам та сисмерĕм, пуçра музей йĕркелес шухăш çуралчĕ. Больница листине хуптарсан ĕçе тухрăм, унта музей уçасси, экспонатсем кирли пирки пĕлтертĕм. Коллектив нумай пулăшрĕ, çакăншăн эпĕ вĕсене тав тăватăп. Пирĕн музей çамрăк, ăна йĕркеленĕренпе икĕ çул иртрĕ. Сăмахран, Çтерлĕпуçĕнчи музей 66 çулта, эпир тин уçăлнă-ха, çапах та икĕ çул пĕлтерĕшлĕ вăхăт тесе шутлатăп, – каласа парать хуçа.
Трофимовсем экспозицисене гаражăн иккĕмĕш хутĕнчи пĕр пÿлĕмре вырнаçтарнă. Вĕсем Федоровка районĕнчи Кузьминовка салинче пурăнаççĕ. Шăпах кунта Совет Союзĕн Геройĕ Николай Антошкин çуралнă. Вăл унăн ячĕпе хисепленекен шкула хастар пулăшнă. Çавăнтах паттăра халалласа музей та уçнă. Трофимовсен музейĕнче вара районта пурăнакан чăвашсемпе мордвасен кил хуçалăхра усă курмалли япалисене курма пулать. Чылай япала аслашшĕ-асламăшĕнчен тăрса юлнă. Мăшăр вĕсене типтерлĕн упранă. Акă, асăннă пуянлăхăн «çăлтăр сехечĕ» çитнĕ те.
– Ку – саман кирпĕч, ăна тăмпа шыв тата улăм хутăштарса уçă сывлăшра типĕтнĕ. Вĕсенчен ĕлĕк-авал çуртсем хăпартнă. Çак тупрана пĕр ялта тупрăм. Хуçи кивĕ картине сÿтнĕ, шăпах унта саман кирпĕчсем юлнă. Чылайăшне вăл кăларса пăрахнă, кăна вара эпĕ ыйтса илтĕм, – сăмаха малалла тăсрĕ Геннадий Трофимов пусма тăрăх экспонатсем патне хăпарнă май. Коллекцин пĕр пайĕ кунта, музей умĕнче, вырăн тупнă.
Вăл киçек хатĕрлемелли ятарлă савăтсене тимлĕрех пăхма сĕнчĕ: пысăкраххи – аслă çын валли, пĕчĕкреххи вара – ача валли. Савăтсем çумĕнче киçек те пур. Ĕлĕк вĕсене килти выльăх-чĕрлĕх тислĕкĕнчен улăмпа хутăштарса тунă. Хутăша формăсем çине хурса хĕвел çинче типĕтнĕ. Хĕлле вутă вырăнне çунтарнă.
– Интернетра аналогне шырарăм, çакă сăнă (копье) тесе пĕтĕмлетÿ турăм, – пысăках мар япалана кăтартнă май каласа парать Трофимов. – Пирĕн пата Вырăс чĕлхипе литература институтĕнчен Никита Савельев археолог килсе кайнăччĕ. Çавăнтанпа эпĕ унпа çыхăну тытатăп. Енчен те пĕр-пĕр ăнланмалла мар япала тупсан ăна сăн ÿкерчĕк туса ярса паратăп, вăл мана ăнлантарать. Никита Сергеевич икĕ тĕрлĕ ăнлантарса пачĕ: асăннă япалапа урай хăмисене хырнă е хĕç-пăшал вырăнне усă курма пултарнă. Мана иккĕмĕшĕ ытларах килĕшет.
Акă, эпир музей алăкĕн урати урлă иртрĕмĕр. Ăна ĕлĕкхи кил-çурт ăш-чикки евĕр йĕркеленĕ. Малти пайра савăт-сапа, буфет тата куллен усă куракан ытти япаласем вырнаçнă. Кайри пайĕнче кравать, тумтир тата пир-авăртан тунă тĕрлĕ япаласене курма пулать.
Геннадий Трофимов каласа панине тимлĕн итлетпĕр, авалхи сăмаварсен коллекцийĕпе киленетпĕр. Çав шутра 1892 çулта туса кăларнă сăмавар пур. Вăл Геннадий Трофимовăн кукамăшĕнчен Анастасия Ананьеваран тăрса юлнă. Музей хуçишĕн тата тепĕр хаклă япала вăл – 1974 çулхи электричество сăмаварĕ. Ăна ашшĕпе амăшĕ Геннадий çуралсан туяннă. Мăшăрĕн çемйинчен те ăруран ăрăва куçнă сăмавар пур. Ун çинче Тула завочĕн логотипне курма пулать. Сехет умĕнче чарăнса тăтăмăр.
– Ку – асаннен сехечĕ. Сехет йĕппи саспа куçнине лайăх астăватăп. Мĕншĕн эпĕ ăна сыхласа хăварнине халĕ те ăнланаймастăп. Юсав ĕçĕсем хыççăн атте-анне унпа усă курмарĕç, эпĕ хамăн пата илсе килтĕм. Пилĕк çул хушши килте выртрĕ. Музей йĕркеленĕ чухне вăл пĕрремĕш экспонатсенчен пĕри пулса тăчĕ. Сехете Мелеуз хулинчи сехет ăстаçи патне те илсе кайнăччĕ. Шăпах вăл ăна «Мозер» компани 1890 çулта туса кăларнине палăртрĕ, – аваллăх управçи механизма хускатса ячĕ те сехет йĕпписем иртнĕ ĕмĕрсенчен салам каланă евĕр вăйлă саспа куçма пуçларĕç.

Пĕчĕк пайсенче те хăтлăх хуçаланать

Ĕлĕкхи çынсем ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ, пултарулăха аталантарма та вăхăт тупнă. Музейре юрă-кĕвĕ инструменчĕсене уйрăм стенд уйăрнă. Кунта пиччĕшĕнчен тăрса юлнă параппан та, шăхлич те, домра та, хут купăс та, асламăшĕнчен куçнă балалайка та пур.
Анна Лазаревна асламăшĕ балалайкăпа калама, юрлама ăста пулнă. Унсăр пуçне кинемей мордва юмахĕсене нумай пĕлнĕ. Ун патне Тарту хулинчен (ун чухне Эстони ССРĕ) фольклор пухакансем те килнĕ. Эстонсем финпа угор чĕлхин ушкăнне кĕреççĕ, хăнасем хаваспах кинемей каласа панă мордва юмахĕсене çырса пынă. Паянхи кун та çемье архивĕнче Анна Лазаревнана тимлĕн итлекен фольклористсем сăнланнă сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ.
Трофимовсен музейĕнче совет саманинче туса кăларнă 30 ытла фотоаппарат пухăннă. Çемье пуçĕ çамрăк чухне хăй те сăн ÿкерчĕксемпе интересленнĕ.
– Çакă хăйне евĕр романтика пулнă. Кадрсем тăватăн, атте-анне çывăрма выртсан кухньăра çĕрĕпе вĕсене пичетлетĕн. Халĕ çак ĕç ансат пурнăçланать – кнопка çине пусатăн та ÿкерчĕк хатĕр. Ун чухне вара пултарулăх процесĕ евĕр иртнĕ, – хаваспах аса илчĕ арçын хăйĕн киленĕçне.
Сăмаварпа çумăн кĕлентĕрсем (бублики) хурса тухнă. Ăçта кивĕ çĕвĕ машини – унта çу савăчĕ. Унпа механизма сĕрнĕ. Чÿрече каррисем çинчи тĕрĕ çулталăкăн вăхăчĕпе килĕшсе тăрать. Çакăн пек пĕчĕк пайсем музее хăтлăрах та илемлĕрех тума пулăшаççĕ.
– Мăшăрăм пĕчĕк пайсене пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕр-пĕр япала тăватăп та ăна кăтартма васкатăп. Вăл пăхса тухать, енчен те пурте лайăх пулсан ырлать, килĕшмесен тепĕр хут тума сĕнет. Пĕр-пĕринпе тавлашни те пулать. Каярах вăл каланă пекех тăватăп: чăнах та, ун пек лайăхрах пулса тухать иккен. Манăн ĕçтешсем Наталья Михайловнана музей директорĕ вырăнне йышăнаççĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче ĕне сăвакан пулса ĕçленĕ, хастар пулнипе уйрăлса тăратчĕ: пĕр ĕнерен çулталăкне вăтамран виçĕ пин литр сĕт суса илетчĕ, передовик, райком бюровĕн членĕ тата съездсен делегачĕ пулнă, – мăнаçлăн паллаштарать Геннадий Трофимов.
Сăмах май, мăшăр 30 çул пĕрле пурăннине паллă тунă.
Геннадий пирки те ăслă-тăнлă, ылтăн алăллă ăстаçă тесе çирĕппĕн калама пулать. Вăл кăранташпа, линейкăпа тата шуруповертпа çеç усă курать. Çакă та музейрен «канфет» тума, ăна йĕркере тытса тăма май парать. Вăл Эрмитажăн филиалĕ пекех, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче.
Пур экспонат та музейре вырнаçса пĕтмен. Геннадий Трофимов музей фондĕнчи кашни япалана шутласа пырать. Тетраде илемлĕ почеркпа çырса 400 экспонат ятне кĕртнĕ, анчах шута илменнисем те пур.
– Куçа курăнаканни – мĕнпур экспозицисен 25 проценчĕ çеç. Пысăкрах пÿлĕмре пурне те вырнаçтарма пулĕччĕ. Шухăшсем пур. Пулăшу паракансем те çумрах: мăшăрăм Наталья Михайловна, ĕçтешсемпе юлташсем. Чылай япалана кăтартас килет. Алăпа ĕçлекен арман, совет саманинчен сыхланса юлнă япаласем, сехетсем питĕ нумай, – ятарлă çар операцийĕ вĕçленсен вырăнти администраци ялта вырăн уйăрса парас шанăçа çухатмасăр сăмах вакларĕ музей хуçи.
Шухăш-ĕмĕчĕсем вара питĕ анлă. Çакна эпир те çирĕплетме пултаратпăр. Музей хыççăн гаража антăмăр. Кунта тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене тата ялпа районти ветерансене халалланă стендсене курма пулать. Вĕсем самай пысăк, информаци енчен пуян, пĕлсе тунине палăртса хăвармалла. Вĕсене бархат пир виттипе, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Стендсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа Геннадий Трофимов хăй хатĕрленĕ. Анчах çак пуянлăха вырнаçтарма вырăн çук. Полиэтиленпа чĕркенĕскерсем гаражрах упранаççĕ.

Япаласен те чунĕ пур

Çак тăрăхра Кузьминовка ялĕнче илемлĕ музей пирки ырă хыпар сарăлнă. Кунта тĕрлĕ тăрăхран çынсем килеççĕ. Çав шутра шкул ачисем те, музейри экспонатсемпе паллашма кăмăл пуррисем те пур. Геннадий пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк ачасем валли экскурси ирттерме уйрăмах интереслĕ. Вĕсем музей хуçи каласа панине хавхаланса итлеççĕ, кăсăк ыйтусем параççĕ. Аслăрах ÿсĕмри ачасем вара кĕсйисенчен телефонсем кăлараççĕ те социаллă сетьсем валли сăн ÿкеççĕ. Çакăнпа ĕç пĕтрĕ те. Аслă ăру çыннисем вара – ырă пуçарушăн тав тăвакансем.
– Пĕррехинче Кумертау хулинчен пĕр хĕрарăм килнĕччĕ. Музее кĕчĕ, мĕн пуррине пăхса тухрĕ, пĕр сăмах каламасăр кĕтесе кайса ларчĕ те макăрма пуçларĕ. «Мĕн пулчĕ?» – тесе ыйтрăм. «Ачалăха аса илĕм. Хама асанне çуртĕнче пулнă пекех туйса илтĕм», – хуравларĕ хĕрарăм. – Хĕл кунĕсенче экскурсисем ирттерме тăрăшмастăп, мĕншĕн тесен пÿлĕме ăшăпа тивĕçтермен, сивĕ. Çулла вара кунне темиçе хут та йĕркелеме тивет. Эпĕ хама кунта лайăх туятăп. Музейри кравать çинче çĕр каçни те пулать, – ăшă туйăмĕсене пытармарĕ арçын.
Хуçасем хăйсен хăтлă çуртне кĕме сĕнчĕç. Наталья Михайловна хатĕрленĕ курăк чейне ĕçнĕ май калаçу малалла тăсăлчĕ. Ахаль çынсем, ăсчахсемпе историксем мар, мĕнле майпа хăйне евĕрлĕ киленĕçре савăнăç тупнă тесе ыйтмасăр чăтаймарăмăр.
– Эпĕ кÿршĕ ялта çуралнă. Кукамайăн пир тĕртмелли станок пурччĕ. Вăл питĕ нумай тĕртетчĕ, каярах çак ĕçе анне вĕреннĕ, мана та хăнăхтарчĕç. Асанне вара çăм арлама ăстаччĕ. Çемьере тăхăр мăнук ÿснĕ. Ĕлĕк тумтир туянма питĕ йывăрччĕ. Асанне пирĕн валли тĕрлĕ япаласем çыхатчĕ. Çак станоксемпе çăм арламалли хатĕр-хĕтĕрсем асаннесене, вĕсен аллисен ăшшине аса илтереççĕ. Станок пĕтĕмпех сыхланса юлман, анчах унăн пайĕсене те кăларса пăрахма алă çĕкленмест.
Унччен ялсенче лаçсем пурччĕ. Çу кунĕсене эпир шăпах унта ирттеретĕмĕр. Апат пĕçереттĕмĕр, апатланаттăмăр, аслисем хăйсен ĕçĕсене пурнăçлатчĕç, эпир вара вĕсене пулăшаттăмăр. Сĕтелпе пукансене асаттепе атте ăсталанăччĕ. Халĕ сĕтел-пукан туянсан вăл пĕр-икĕ çултан юрăхсăра тухать. Вĕсем тунисем вара – ĕмĕрлĕхех, – ăнлантарчĕ Наталья Михайловна.
Çынсем аслашшĕ-асламăшĕ-сенчен тăрса юлнă, чĕрисемшĕн çав тери хаклă япаласене ахальтен мар Трофимовсем патне илсе килеççĕ. Мĕншĕн тесен аваллăх управçисем вĕсене типтерлĕн упраççĕ, иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ. Артефактсене гаражра, картара, антресольпе шкапсенче те курма пулать. Вĕсене çын куçĕ умне кăларассине истори чăтăмсăррăн кĕтет.
Геннадий Трофимовăн ĕçтешĕсем те, Виктор Починяевпа Александр Афанасьев, музейăн пурлăх никĕсне пуянлатас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Пĕррехинче кăсăк истори пулса иртнĕ.
– Теней ялĕнче пĕр çуртра тĕртнĕ япаласем, çăпата тата кивĕ балалайка пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. Эпир вырăна килсе çитрĕмĕр, «асăннă япаласене илсе кайма юрать-и?» тесе ыйтрăмăр. Хуçи çапла хуравларĕ: «Çук, сире памастпăр. Ĕнер газ участокĕнчен мастер килнĕччĕ, унăн ĕçтешĕ Трофимов музей валли кивĕ япаласем пухнине пĕлтерчĕ, çак япаласене ăна çеç пама ыйтрĕ. Эпир шантартăмăр». Трофимовсем эпир пулнине темиçе хутчен те ăнлантарса пама тÿр килчĕ, хĕрарăм тинех ĕненчĕ, япаласене пире парса ячĕ, – каласа пачĕ Наталья Михайловна.
Çапла Трофимовсем асатте-асаннесен астăвăмне упраса хăварма тăрăшаççĕ. Вăл авалхи çынсем усă курнă савăт-сапара, сĕтел-пуканра, тумтирте сыхланса юлнă.

Альбина ЗУБАРЕВА.
Федоровка районĕ, Кузьминовка ялĕ.
«Республика Башкортостан» хаçатран.

Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Историе юратни мĕн патне илсе çитернĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас