

Çынсен телейĕшĕн кĕрешни
«Урал паттăр» эпосăн сюжетĕнче тĕп сăнар çынсен телейĕшĕн усал вăйсемпе кĕрешет. Вăл çĕр çинче тăнăç пурнăç пултăр тесе мурсене, аçтахасене, çĕленсене çĕнтерет. Паттăр вилĕмсĕрлĕх çăлкуçне шырать, чĕрĕ шыв тупсан ăна çут çанталăка парать. Халап ÿт-пÿ вилĕмсĕрлĕхĕ çуккине, анчах çыннăн ырă ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех асра юлнине çирĕплетет. Ытти авалхи халапсемпе танлаштарсан, «Урал паттăр» пушкăрт эпосĕнчи сăнарсен шăпине турăсем татса памаççĕ, çын хăйĕн çулне хăй суйласа илет.
Кубаир жанрĕпе çырнă эпос
Уçă сывлăшра иртекен концерта куç умне кăларса тăратăр, халăх хăйĕн кумирне тата унăн юррисене кĕтнĕ май хытса ларать. Тен, сэсэнсене-пушкăрт юмахçисене те çапла кĕтсе илнĕ пулĕ. Курай е домбра кĕввипе килĕшÿллĕн импровизатор юрăçсем кубаирсем (тăван çĕре тата унăн паттăрĕсене мухтакан юрăсем) шăрантарнă. «Урал паттăр» эпоса пушкăрт халăх поэзийĕн авалхи жанрĕпе килĕшÿллĕн хайланă. Халапри хăш-пĕр сăнарсем ытти пушкăрт эпосĕсенче те тĕл пулаççĕ.
Çыртарнăшăн лаша пама тÿр килнĕ
Сэсэнсем ĕмĕрсем хушши «Урал паттăр» халапа сăмах вĕççĕн каланă. 1910 çулта çеç Мухаметша Бурангулов фольклорист пушкăрт паттăрĕ çинчен калакан эпоса хут çине куçарнă. Кубаирсене Габит Аргынбаевпа Хамит Альмухаметов сэсэнсем каласа панă. Асăннă халап фольклор пухаканăн чĕрине тыткăнланăран вăл юмахçăсене лаша парнеленĕ, хăй килне çуран таврăнса кайнă текен сăмах та сарăлнă. 1968 çулта «Урал паттăр» эпосăн кĕскетнĕ вариантне пушкăртла «Агидель» журналта пичетлесе кăларнă.
Паянхи кун халапăн латин шрифчĕпе усă курса машина çинче пичетленĕ, алă вĕççĕн тÿрлетÿсем тунă оригиналĕ (тен, Мухаметша Бурангулов хăех тÿрлетÿсем тунă) РАН Ĕпхÿри наука центрĕн Наука архивĕнче упранать. Алăпа çырнă варианчĕ вара сыхланса юлман.
Эпосăн Тăван çĕршывĕ – Учалă районĕ
Халапра асăнса хăварнă географи объекчĕсем ытларах Учалă районĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та «Урал паттăр» эпосăн тăван кĕтесĕ Учалă шутланать. 2014 çулта Янбика тата Янбирде юханшывсен хĕрринче, тĕп сăнарăн ашшĕпе амăшне çапла чĕннĕ, «Кунта «Урал паттăр» эпос çуралнă» тесе çырнă стела вырнаçтарнă. Вырăнта пурăнакансем çирĕплетнĕ тăрăх, таврари пĕр ту çинчен чулланса ларнă паттăрăн ĕлки (пуçĕ тата унăн хĕçĕ) курăнать.
Пушкăрт халапне темиçе чĕлхене куçарнă
«Урал паттăр» эпос хăйне евĕрлĕ пулнипе пĕтĕм тĕнчери çынсемшĕн интереслĕ. Кашни çул тенĕ пекех ăна çĕнĕ чĕлхесене куçараççĕ. Сăмахран, иртнĕ çулхине асăннă халап пуçласа кăркăс чĕлхипе кун çути курнă. Çавăн пекех пушкăрт паттăрĕн паттăрлăхĕ çинчен акăлчанла, нимĕçле, французла, туркăлла, якутла, тутарла, чăвашла тата ытти чĕлхесемпе вуласа пĕлме пулать.
Пушкăртстанăн тĕлĕнтермĕшĕ
«Урал паттăр» халапа «Пушкăртстанăн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» тесе йышăннă. Унсăр пуçне ăна Тĕрĕксен матери шутне кĕмен культура еткерлĕхĕн списокне кĕртнĕ. Çавăн пекех пушкăрт эпосĕ ЮНЕСКОн «Этемлĕхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен тата матери шутне кĕмен культура еткерлĕхĕн шедеврĕ» списокне кĕртмелли кандидат шутланать.
«Урал паттăр» паянхи юрăсенче
AY YOLA Пушкăртстанри паллă ушкăнăн дебют альбомĕ «Урал паттăр» халаппа хавхаланса çырăннă. Альбомри кашни вун иккĕмĕш юрра халапсенчи сăнарсене халалланă. Сăмахран, «Хомай» юрă Хĕвел хĕрĕпе паллаштарать. Эпосра Хомай Урал паттăра усалпа кĕрешме пулăшать, ăна алмаз хĕç тата Акбузат çунатлă урхамах парнелет, чĕрĕ шыв юхса выртакан çăлкуç еннелле çул кăтартать. Кĕнеке кăларакансем AY YOLA юррисем тухсан «Урал паттăр» кĕнекен чапĕ ÿснине палăртнă.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Редакцирен. «Урал паттăр» пушкăрт халăх эпосне чăвашла Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕ пулнă Н.В. Дмитриев (Ялтăр Мучи) 2009 çулта куçарнă. Кĕнекене Ĕпхÿ хулин обществăлла аталану фончĕн гранчĕпе усă курса кун çути кăтартнă. Вăл 198 питрен тăрать.