Пур хыпар та
Сăмах-ачасене
15 Кӑрлач 2020, 13:45

Тепĕр 10 çултан манăн республика мĕнле пулĕ-ши?

Республика малашлăхĕ аслисене çеç мар, çитĕнекен ăрăва та пăшăрхантарать. Паян сире, хисеплĕ вулакансем, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка шкулĕнче 10 класра вĕренекен Алексей Ковальцовăн шухăшĕсемпе паллашма сĕнетпĕр. Хайлава вуланă май, Алеша чăн-чăн патриот пулнине ăнланатăн. Ун пек ачасем çитĕнеççĕ пулсан, пирĕн малашлăх шанчăклă алăра.

Эпĕ Пушкăртстан Республикинче пурăнатăп. Хам кунта çуралса ÿснишĕн питĕ савăнатăп. Пирĕн регионта ытарайми илемлĕ вырăнсем‚ чуна хумхантаракан ÿкерчĕксем куçа илĕртеççĕ. Пушкăртстан тĕреклĕ хулисемпе‚ ялсемпе мухтанать‚ аталанса пыракан промышленноçпа, вăй илсе пыракан ял-хуçалăхĕпе мăнаçланма пултарать. Ман тăван ен нефтьпе‚ пăхăрпа тата ылтăнпа пуян. Тĕнчере Пушкăртстан пылне пĕлмен çын та çук пуль. Пирĕн республикăри санаторисене Раççейри пур кĕтесрен те сипленме килеççĕ. Кунта тĕрлĕ наци çынни туслă пурăнать, уншăн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп. Тĕслĕхрен‚ эпĕ вĕренекен класрах вырăс‚ чăваш‚ тутар‚ узбек‚ азербайджан‚ грузин ачисем пур. Вĕсен хушшинче те ялан татулăх хуçаланать.
Пурнăç малалла ыткăнать. Атьăр-ха манпа пĕрле ĕмĕтленсе илер‚ тепĕр 10 çултан республика мĕнле пулĕ-ши? Ун чухне эпĕ 26 çулта пулатăп. Çав вăхăтра ман алăра диплом та пулĕ. Тен‚ ун чухне манăн çемье те йĕркеленĕ‚ йĕри-тавра ачасем чупса çÿрĕç. Паллах‚ эпĕ хальхи пекех пуян та чечекленсе тăракан çĕршывра пурăнас тетĕп. Республикăра çĕнĕрен-çĕнĕ‚ таса та тирпейлĕ хуласем çĕкленĕç. Унта халăх валли лайăх тÿлевлĕ ĕç вырăнĕсем пуласса шанас килет. Çынсем ĕçлеме те, тивĕçлипех канма та пултарĕç.
Пуласлăхра пĕтекен ялсем пулмĕç‚ анасем çинче мăян кашласа лармĕ. Тыр-пул унчченхи пекех ăнса пулĕ. Лавккасенчи апат-çимĕçе те‚ кĕпе-йĕме те чикĕ леш енчен илсе килмĕç. Ялсем çамрăксемпе кĕрлесе тăрĕç‚ мĕншĕн тесен ют çĕрсене Мускава çити пысăк укçа шыраса каймĕç‚ кунтах ĕçлесе илсе пулĕ. Кашни ялтах больница‚ клуб‚ шкул‚ лавккасем ĕçлĕç. Çынсем пысăк та пуян‚ пур енлĕ аталаннă çуртсенче пурăнĕç. Машинăсем ялсенче те асфальт сарнă çулсемпе чупĕç.
Мана кăткăслантаракан тепĕр ыйту та пур‚ вăл ялан актуаллă шутланать. Тен‚ тепĕр 10 çултан рак тата генетика чирĕсенчен сыватакан эмел е ку чирсенчен сыхлакан прививка шухăшласа кăларĕç. Вара çĕр çинче хăрушă чирпе асапланакан çынсем те сахалрах пулĕç‚ пурте сывă та телейлĕ пурăнĕç. Хальхи вăхăтра час-часах телевизорпа чирлĕ ачасем валли пысăк укçа кирли çинчен пĕлтереççĕ. Малашне республикăра çавăн пек ачасене сыватма май тупăнасса шанас килет. Чирлĕ çынсене те тÿлевсĕр сиплесен питĕ лайăх пулĕччĕ.
Раççейре те‚ Пушкăртстанра та ăслă-тăнлă çынсене хакласса шанатăп. Вĕсене ĕçлеме май паракан программăсемпе проектсем вăй илĕç. Ун чухне пултаруллă çынсем хамăр çĕршыврах тăрăшĕç. Пирĕн патшлăх талантлă çынсемпе пуян‚ вĕсене пулăшма май пулсан питĕ лайăх пулмалла.
Тепĕр 10 çултан‚ тен‚ пур студент та тÿлевсĕр аслă пĕлÿ илĕç. Вара ман пек нумай ачаллă çемьери ачасем те аслă шкулсенче чăрмавсăр вĕренме пултарĕç.
Пирĕн халăх питĕ пултаруллă регион пуçлăхне суйларĕ. Радий Фаритович Хабиров - пысăк шанчăк паракан президент. Тĕрĕссипе каласан‚ эпир унран пысăк улшăнусем кĕтетпĕр. Чăнах та‚ пурнăç хăйĕн картне ларĕ‚ эпир ĕмĕтленни çитĕ. Çын шанчăксăр пурăнаймасть. Урăхла пулма та пултараймасть!
Пушкăртстанăн ытарайми илемĕ яланах çакăн пек пуласса шанас килет. Пуянлăха сыхласа хăварасси хамăрта. Çынсем ăçта пурăннине манса ан кайччăр. Иртĕхсе‚ алхасса ан пурнăнччăр.
Пушкăртстан пуласлăхĕ ачасенчен те килет. Эпир шкулта мĕнле вĕреннинчен‚ тăван çĕршывшăн тăрăшнинчен. Алă усса ларсан эпир лайăх пурнăç кĕтсе илейместпĕр. Хамăрăн та кирлĕ таран вăй хумалла. Пуласлăх манăн‚ савăнтар та эс‚ пăшăрхантар та!
Алексей КОВАЛЬЦОВ‚
Пишпÿлек районĕ‚
Хушăлка ялĕ.