Пур хыпар та
Сăмах-ачасене
27 Кӑрлач 2021, 13:23

«Тăван çĕрĕн тусанĕ те, пылчăкĕ те пылак»

Кашни çыннӑн юратнӑ япала пур: апат-çимӗç, тумтир, çын, вырӑн, тӗс, кăмăлланă кӗтес тата ытти. Пиллӗкмӗш класра эпир чӑваш литератури урокӗнче Лидия Сарине çырнӑ «Цирк курма кайни» калава вуланӑччӗ. Калаври тӗп сӑнар - Володя. Вӑл çав тери цирк курасшӑн. Ăна ашшӗ-амӑшӗ яланах илсе кайӑпӑр теççӗ, сӑмах параççӗ, анчах улталаççӗ, ачан кӑмӑлне хуçаççӗ. Володя хӑйне кӱрентерсен, улталасан, макӑрасси килсен пахчари чие тӗмӗсем айне кайса ларать. Ман шутпа, вӑл унта чунне лӑплантарать, макӑрать, ӗмӗтленет, шухӑшлать. Володьӑшӑн чие тĕмĕсем - кӑмӑлне каякан вырӑн.