Пур хыпар та
Сăмах лауреата
17 Апрелӗн 2019, 14:16

«Юрлакан çăлкуçсем» тăрăхĕнче

Пелепейĕнчи «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивалĕ иртнĕ хыççăн çуралнă шухăшсем

Мана «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивальне тĕрлĕ çулсенче хутшăнса палăрма тÿр килнĕччĕ. Хальхинче Фатих Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ пулнине пĕлтерекен хыпар çитсен чăнах та хĕпĕртерĕм. Çырулăх ĕçĕнче тăрăшаканшăн, пултарулăхне пăхса чыс туни малашне те тăрăшса ĕçлеме хăват парать, çавăнтах яваплăхне те ÿстерет.
Йыхравланă çĕре - «Юрлакан çăлкуçсем» тăрăхне - çитме васкарăм. Хусан хулине çÿрекен йăрă автобус чĕннĕ çĕре часах илсе çитерчĕ. Пелепей хулинчи «Урал сасси» хаçата кăларакан издательство çуртĕнчи редакцине кĕрсе тухмасан ĕç пулать-и вара? Çук. Пушкăртстан Республикипе тухса тăракан пĕртен-пĕр чăваш хаçатне чăвашсем юратса вулаççĕ, черетлĕ номерне тунсăхласа кĕтеççĕ (кăна пытарма кирлĕ мар). Сăмах май каласан, кăçал хаçат 30 çул тултарать. Çак вăтăр çул хушшинче хăш çыравçăн ятне кăна халăх умне «çутта» кăларман-ши вăл? Вулакан çийĕнчех хурав та параймĕ, анчах хаçата кăларакансем шутне пĕлессине шанма пулать, шанатăп та. Редакци çурчĕ патне çывхарнă май пĕр ушкăн кĕреçепе юр ывăтнине асăрхарăм. Тĕлĕнмелле те, кусем пурте «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем пулса тухрĕç. Ю.Н.Михайлов тĕп редактор хăй те «кĕреçине авăрласа» чи пысăк юр купи çине пырса тăнă. Ĕç хĕрÿ пырать. Чăрмантарма та шел. Калем ăстисем юр часрах ирĕлсе пĕттĕр тесе тăрăшаççĕ, çывăхри тавралăха тирпей-илем кÿртеççĕ. Паян та, шăматкун та пĕтĕм хула субботникра. Никам та çак пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлман.
Редакцине çÿрекенсем пĕр эпĕ кăна мар иккен. Часах Слакпуç ялĕпе çывăх вырăнтан, Краснояртан, килекенсем пулчĕç. Вĕсене хаçатран пулăшу кирлĕ имĕш... Вăл е ку ыйтусене татса пама, тĕп редактора кĕреçерен уйăрма тиврĕ.
Редакци çуртне кĕрсен кăмăлăм хавхаланупа тулчĕ: пÿлĕмĕсем пысăк та çутă, пÿлĕмре ÿсекен тĕрлĕрен чечек куçа савăнтарать, сентресем тулли кĕнекесем, стена çинче илемлĕ картинăсем çакăнса тăраççĕ. Компьютер-ноутбуксем те сĕтелсем çинче йышлă курăнаççĕ. Халь тесен халех лар та хаçат калăплама тытăн.
Эпĕ этажсем тăрăх пÿлĕмсене курса, савăнса çÿренĕ вăхăтра Юрий Николаевич патне ĕçпе килнĕ çынсем ыйтăвĕсене хурав тупса кайма та ĕлкĕрнĕ иккен. Вĕсен вырăнне тепĕр хăна йышăннă. Поэзи уявне ман пекех уявлама Ермеккей тăрăхĕнчи Николай Прохоров сăмах ăсти те килсе çитнĕ. Ăна асăнмалăх хамăн кĕнекене парнелесе сăн ÿкерчĕк ÿкрĕмĕр.
Часах уявăн тĕп концертне кайма та вăхăт çитрĕ.
Кăçалхи «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивалĕн, ытти çулхисемпе танлаштарсан, уйрăмлăхĕ пур. Вăл Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă юбилей уявĕпе пĕрлешнĕ. Çак куна халалланă мероприяти хулари Тĕп культура керменĕнче икĕ пая пайланса, пĕр чарăнмасăр икĕ сехет çурă тăсăлчĕ. Ултçĕр вырăнлă залра куракансем юрă-кĕвĕ тата илемлĕ ташăсен çаврăмĕсене курса-итлесе савăнчĕç. Пĕрремĕш пайĕнче вырăнти ĕç ветеранĕсене, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене парнесем парса чысларĕç пулсан, иккĕмĕш пайĕ пĕтĕмпех çыравçăсене чысланипе иртрĕ. Поэтсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, тивĕçлĕ парнесем илчĕç. Паянхи экономика енчен лару-тăру йывăртарах пулсан та «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивальне ирттерме тата «Асамат кĕперĕ» ятлă тăватă чĕлхепе тухакан кĕнекене кăларма пултарни пире питĕ савăнтарать. Вырăнти пуçлăхсем малашне те çак поэзипе туслăх фестивальне йĕркелеме мехел çитерччĕр. Паллах, кунта килсен çĕнĕ туссем тупмасăр киле таврăнса пулмасть. «Асамат кĕперĕ» кĕнеке те пичетре кун çути куртăрччĕ. «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем çак кĕнекене хаçатра палăрнă чăвашла сăвă çыракан авторсен ĕçĕсене суйласа вырнаçтарнă-çке.
Поэзи уявĕнче политик-депутатсем пурри пăшăрхану туйăмне вăратрĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партинче тăракан депутатсем тивĕçлĕ канăва тухмалли çулсене ÿстерме тесе унчченрех сасăларĕç. Кунта вара çак партин депутачех поэтсене чысларĕ. Калем ăстисене Халăх поэчĕ е Халăх çыравçи ята тивĕçнĕ пĕр-пĕр паллă автор Фатих Карим ячĕллĕ премине панă пулсан вырăнлăрах пулнă пулĕччĕ. Вырăнти пуçлăхсен хăйсен тавракурăмĕ - кирлĕ депутатпа тĕл пулса, пире курăнман ĕçсем пирки пĕрле канашламалли ыйтусем пурах. Ахальтен мар Пелепей çĕрне «Хăвăрт аталантармалли экономика зонине» кĕртнĕ. Çапах та, мĕн тесен те «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивальне хатĕрлесе ирттерме тăрăшнă Пелепей район администраци пуçлăхне Азат Сахабиевпа унăн командине, уйрăм çынсене, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Поэзи фестивалĕ малашне те пулĕ. Эппин, вăй патăр! Çĕнĕ ятсемпе сăвăсем çуралсах тăрĕç.
Геннадий ЧЕЛПИР,
Фатих Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Çтерлĕ хули.