Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Кӑрлач 2019, 13:57

Хаклă ентешсем, Пушкăртстанра пĕр çемьери пек туслă пурăнакан халăхсен хастарĕсем!

Сире пурне те пĕтĕм чун-чĕререн ПР регионти чăвашсен наципе культура автономийĕ ятĕнчен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатăп.

Пирĕн автономи тăван халăхăн чĕлхипе культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе ПР Правительствипе, министерствăсемпе, хула тата район администрацийĕсемпе пĕрле пысăк ĕç туса ирттерет. Автономи вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени чăвашлăха тата та сулмаклăрах аталанма май парать. Пĕрле тытăнсан темĕн те тума пулать.
Çĕнĕ Çул ячĕпе сире, тăвансем! Сире тата çывăх çыннăрсене ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата телей сунатăп.
ПР РЧНКА председателĕ ВИТАЛИЙ ВИКТОРОВ.
Читайте нас: