Туслăх, пĕр-пĕрне пулăшса пыни, ыттисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма пĕлни чăваш халăхĕн тĕп палли пулмалла. Пĕр-пĕрин хушшинче туслă пулсан пире ытти халăхсем те хисеплеме тытăнĕç. Çакă вара чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ, наци хăйнеевĕрлĕхĕ пулса тăрĕ. Шăпах çакăн пек принципсем çине таянса йĕркеленĕ те ĕнтĕ хăйĕн идеологи ĕçĕсене республикăри чи аслă общество организацийĕ «ПР чăваш культура обществи».
Ентешсем, пурте пĕрле пулар. Çĕнĕ çулта культура пурнăçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çемьере çитĕнÿ сунатпăр. Пурне те сывлăх та телей.