Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Кӑрлач 2019, 13:46

Хисеплĕ туссем!

Çĕнĕ 2019 çул ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илер.

Вăл киввинчен ăнăçлăрах пултăр. Пĕр-пĕрне ăшă туйăмсем, ăнланупа юрату парнелер. Сирĕн çумăрта яланах юратнă та хаклă çынсем пулччăр. Кăçалхи çул чи йывăр ыйтусене татса патăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитчĕр. Чăвашсем Раççейри ытти халăхпа пĕрле пĕр тан утчăр. Çĕнĕ çула çĕнĕ шанчăкпа, ыррине ĕмĕтленсе кĕрер. Ку çул чăвашсене пурне те пĕр тĕвве пуçтартăр, пире ăслă йышăнусем тума май патăр, пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма вĕренттĕр. Хисеплĕ туссем, сире пурне те тăнăçлăх, килĕшÿ, тÿсĕмлĕх, ырлăх, телей сунатпăр.
Ырă сунса – ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи
Людмила МУРМАНСКАЯ.
Читайте нас: