Александр Кузьмич кирек хăш вырăнта тăрăшсан та ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă ертÿçĕ пулнă. Ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсенче хăй ертсе пыракан ял хутлăхĕ тирпейлĕ те илемлĕ, хăтлă пултăр тесе сахал мар тăрăшнă. Çакăншăн çынсем ăна тав тăваççĕ. Александр Кузьмич шкула ертсе пыма пуçланăранпа февраль уйăхĕнче 15 çул пулать. Çак вăхăт хушшинче вăл ял çыннисен, педколлективăн, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен хисепне çĕнсе илме пултарчĕ. Вăл ертсе пынипе шкул коллективĕ ăнăçлă ĕçлесе ачасене çирĕп пĕлÿ парать, сахал мар çитĕнÿ тăвать. Ачасен тавракурăмне анлăлатма тĕрлĕ кружоксем, спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Çаплах чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе юрри-ташшине пухакан, тĕпчекен фольклор кружокĕ те пур. Унсăр пуçне сайра тĕл пулакан экспонатсем пухнă таврапĕлÿ музейĕ те ĕçлет.