Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Кӑрлач 2019, 18:50

САЛАМЛАНИ

Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, ырă кăмăллă та тарават аттене, тимлĕ кукаçие Федор Яковлевич МИХЕЕВА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эпир санпа мăнаçланатпăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ырă сунса та хисеплесе – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕ, ултă мăнукĕ тата икĕ кĕçĕн мăнукĕ.
Читайте нас: