Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Нарӑсӑн 2019, 16:38

Борцова Елена Алексеевна

Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ание, ырă кăмăллă асаннене, тăхлача Елена Алексеевна БОРЦОВАНА 55 çул тултарнă ятпа!

Çывăх çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, Атăл юхан шывĕ пек вăрăм ĕмĕр, кăвак тÿпе пек таса та сар хĕвел пек ăшă, кĕрхи тÿпе пек тулли пурнăç сунатпăр.
Малашне те хальхи пекех мăнукусемпе, ывăлу-кинÿсемпе, тăван-хурăнташусемпе, тăхлачу-хăтусемпе килĕштерсе пурăнмалла пултăр. Çĕр çинчи мĕнпур ырри, таси, лайăххи яланах санпа пĕр çулпа утчăр.
Ăшă салампа – Андрей ывăлĕпе Вера кинĕ,
Софья, Аня, Алеша мăнукĕсем, Володя хăтипе Зоя тăхлачи.
Читайте нас: