Иван Григорьевича пĕлмен чăваш та çук пулĕ. Вăл - Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсемшĕн те, ун тулашĕнчисемшĕн те çывăх тус, шанчăклă юлташ, пур чăвашсене те пĕр тĕвве пухаканĕ, чăваш чĕлхине халăх хушшинче сарассишĕн, унăн сумне-хисепне ÿстерессишĕн тăрăшаканĕ. И.Г. Тарасов – çĕршер документаллă фильм авторĕ. Вăл тăрăшнипе эпир пултаруллă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ çинчен хывнă фильмсем пăхса хамăр историе тарăнрах пĕлетпĕр, пултаруллă мăн асаттесемпе тата та ытларах мăнаçланатпăр. Иван Григорьевич, эсир чăвашлăхшăн тунă ĕçсене нимле виçепе те виçме май çук. Малашне те пултаруллă ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сире çирĕп сывлăх, шанчăклă туссем, ăнăçу сунатпăр. Çумăрта яланах эсир юратнă çынсем пулччăр, çемьере килĕшÿпе ăнлану хуçалантăр.