Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Мартӑн 2019, 17:16

Варейкин Георгий Александрович

Пелепей хулинче çуралса ÿснĕ юратнă мăшăра‚ хаклă та хисеплĕ аттене‚ тимлĕ те вашават асаттене‚ кукаçиеГеоргий Александрович ВАРЕЙКИНА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Хамăрăн чи çывăх çынна чун-чĕререн ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх‚ иксĕлми телей‚ вăрăм кун-çул сунатпăр. Хуйхă-суйхă санран аякран пăрăнса ирттĕр. Çывăх тăвансене хальхи пекех ăшă кăмăлпа кĕтсе илмелле пултăр.
Хаклă çыннăмăр‚ эс пирĕн чăннипех маттур!
Санпа мухтанмалăх сăлтавĕ те пур.
Кун-çул иртнишĕн кулянса пуçна ан ус‚
Çут пуласлăха шанса эс çирĕп ут!
Сан сывлăху тĕреклĕ пултăр‚
Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса.
Телей хĕвелĕ саншăн çунтăр –
Çапла калатпăр ыр сунса.
Ăшă салампа – мăшăрĕ‚ ывăлĕпе кинӗ,
хĕрĕсемпе кӗрӳшӗсем тата мăнукĕсем.
Читайте нас: