Эсир пунăçра хурипе шуррине сахал мар курнă, çавăнпа та пурнăç хакне питĕ лайăх ăнланатăр. Апла пулсан пирĕн, çамрăксен, сиртен вĕренмелли, ăша хывмалли çителĕклех.
Хисеплĕ шур сухалăмăр, сире чаплăран та чаплă юбилей ячĕпе саламласа хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ те тивĕçлĕ ватлăх, тăнăçлăхпа телей сунатпăр, пирĕн хаçат аталанăвĕшĕн тунă пархатарлă ĕçсемшĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр.
Сума суса – «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсемпе тусĕсем.