Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Майӑн 2019, 11:33

Иванова Валентина Александровна

Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан Пушкăртстан Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне, 35 çул ытла «Шурă хурăн» фольклор ушкăнне ертсе пынă Валентина Александровна ИВАНОВАНА70 çул тултарнă ятпа!

Валентина Александровна май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Каменка ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Михайловкăри шкулта, Акçунри ял хуçалăх техникумĕнче, Шадринскри (Курган облаçĕ) педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Пишпÿлек районĕнчи шкулсенче учитель, районти вĕрентÿ уйрăмĕнче методист, Тельман тата Пишпÿлек ял Канашĕсен секретарĕ, район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан управляющи пулса ĕçленĕ, 7 хутчен депутата суйланнă. Ĕçленĕ вăхăтрах районти кĕнеке юратакансен обществин, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă, «Шурă хурăн» фольклор ансамбль ĕçне илсе пынă. 1996 çулхи сентябрь уйăхĕнчен ĕçлĕ йĕркепе (официально) «Шурă хурăн» ансамбле ертсе пыма пуçланă. В.А.Иванова йĕркеленĕ ансамбль халăх пултарулăхĕн ахахĕ шутланать. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех Валентина Александровна чăваш халăх культурине тĕпчет, ăна халăх хушшинче сарассишĕн тăрăшать. Валентина Иванова пуян этнографи материалĕ – авалхи юрăсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, йăла-йĕркесем – пуçтарать. Вăл «Кил ăшши» музей йĕркелесе ăна та ертсе пырать. Унăн ĕçне пысăка хурса хак панине çемье архивĕнчи йышлă медальсемпе Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем çирĕплетеççĕ.
Хисеплĕ Валентина Александровна, сире сумлă юбилейпе саламласа чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнÿсем сунатпăр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа
ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.
Читайте нас: