Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Майӑн 2019, 11:40

Никифорова Ольга Николаевна

Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнче пурăнакан юратнă аннене, ырă кăмăллă асаннене, хаклă кукамая, ват кукамая Ольга Николаевна НИКИФОРОВАНА чун-чĕререн юратса75 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр!

Эпир сана инçет çул пек вăрăм ĕмĕр, юман пек çирĕп сывлăх, кĕр мăнтăрĕ пек тулăх пурнăç, телей, ăнăçу сунатпăр. Санăн ырă кăмăлу, пултарулăху, сăпайлăху çăл куç шывĕ пек малашне те ан иксĕлтĕр, тĕллевÿсем çитсе пыччăр, тĕнчере мĕн пур лайăххи саншăн пултăр. Аннемĕр, тавах сана пирĕншĕн чунтан-вартан тăрăшнишĕн, пире тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернишĕн! Ӗмӗр сукмакӗ сан яланах таса та ҫутӑ пултӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.
Эс пире савса ÿстернĕ,
Пурнăçра телей пилленĕ.
Ăс парса ырра вĕрентнĕ,
Çунатсем парса вĕçтернĕ.
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Ăшă салампа - ывăлĕпе хĕрĕсем, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем (Çтерлĕ - Ĕпхÿ - Саратов - Пишкайăн - Веселовка).
Читайте нас: