Хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕмĕрĕ тăршшĕпех пархатарлă ĕç туса пыракан пултаруллă ăсчаха çавра юбилейпе саламласа пурнăç çулĕпе малашне те хавхалануллăн утма сунатпăр. Çĕнĕ кĕнекесем кăларма, тĕпчев ĕçĕсене пухса йĕркене кĕртме сахал мар вăхăт, çирĕп сывлăх кирлĕ. Çавăнпа та сире, хисеплĕ Владимир Васильевич, чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.