Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
11 Июнӗн 2019, 17:36

Григорьева Ангелина Сергеевна

Пишпÿлек районне кĕрекен Хушăлка ялĕ çумĕнчи Петровски паççулккинче пурăнакан хаклă та юратнă хĕре, ытарайми йăмăка, чипер те ырă кăмăллă мăнукăма Ангелина Сергеевна ГРИГОРЬЕВАНА 18 çул тултарнă ятпа!

Пурнăçăн анлă çулĕпе мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн, пысăк хавхалунупа утма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Умри çулу яланах такăр, çутă пултăр, мĕн шутланисем пурнăçланччăр, вĕренÿре çитĕнÿсем кăна пулччăр.
Сана хĕвел пăхтăр савса, юратса,
Çутă кулă кăна илемлеттĕр сăнна.
Таса сывлăхлă пул, ĕмĕр савăккăн кул,
Пултăр çутă, телейлĕ санăн кун-çул.
Ăшă салампа - ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕ, аслашшĕ, кукамăшĕ тата Тимофеевсен çемйи.
Читайте нас: