Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
11 Июнӗн 2019, 17:40

Владимир Ивановичпа Вера Прокопьевна КИРИЛЛОВСЕМ

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пирĕншĕн хаклă та çывăх çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем Владимир Ивановичпа Вера Прокопьевна КИРИЛЛОВСЕМ.

Нумай пулмасть мăшăр туслă çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине уявларĕ. Кирилловсен çемйине ялта питĕ хисеплеççĕ. Ветерансене ывăлĕсемпе кинĕсем тата мăнукĕсем савăнтарсах тăраççĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн Кирилловсене ылтăн туй ячĕпе саламлатпăр! Нумай-нумай çул пуян, сывлăхлă, телейлĕ пурнăçпа пурăнма сунатпăр! Ăнăçу сире!
Салампа - Григорий пиччĕшĕпе Наташа аппăшĕ, вĕсен Иван, Михаил, Николай ывăлĕсемпе Натальяпа Екатерина хĕрĕсем, Вера кинĕ Владимирпа Юра ывăлĕсемпе.
Читайте нас: