Ырă кăмăллă, юратнăран та юратнă, пуриншĕн те хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе пĕтĕм йышпа чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăç илемне туйса пурăнма çирĕп сывлăх, иксĕлми телейпе вăй-хал, пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Утас çулу тап-такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа çеç тултăр. Сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ сана хисеплекен çынсенчен нихăçан та ан татăлтăр. Чунупа хальхи пекех çамрăк пул, нумай-нумай çул тăван кил ăшшине упраса пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр.