Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Июлӗн 2019, 12:44

Карпова Наталья Степановна

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш уйрăмĕсен аслă вĕрентекенне‚ доцентне, педагогика ăслăлăхĕсен кандидатне, юратнă куратораНаталья Степановна КАРПОВАНАçуралнă кун ячĕпе!

Хисеплĕ те юратнă куратора çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Уйăх пек çутă кун-çул‚ инçет çул пек вăрăм ĕмĕр‚ чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх‚ иксĕлми вăй-хал‚ куç тулли телей сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнса‚ ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр. Сăнăр-питĕр ялан савăнăçпа çиçтĕр. Çĕр çинчи мĕн пур таси‚ ырри-лайăххи‚ телей кÿрекенни сирĕнпе пĕр çулпа çÿретĕр.
Сире хисеплесе – 2013 çулта ППУн Çтерлĕри филиалĕнче чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнисем.
Читайте нас: