Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
11 Сентябрӗн 2019, 13:26

Елизарова Мария Николаевна

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан юратнă аннене, ырă кăмăллă та вашават кукамая, асаннене, хисеплĕ аппана Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Аннеçĕм, ытарайми хĕвелĕм,
Кун-çул пилленĕ эс пире.
Санпа чух çеç эпир телейлĕ,
Телейлĕ эс пулсан кăна.
Таçти инçе çĕре çитсен те
Туйса тăратпăр ăшшуна.
Тавтапуçах сана калатпăр,
Ăс панăшăн куллен пире.
Ăшă салампа – хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе
кинĕсем, мăнукĕсем, Васильевсен çемйи.
Читайте нас: