Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
30 Сентябрӗн 2019, 19:12

Сумлă та хаклă ватăсем

Сумлӑ та хаклӑ ватӑсем – вӑрҫӑ ветеранěсем, тылри ěҫ паттӑрěсем! Ывӑлӑрсен, хěрěрсен, мӑнукӑрсен ятěнчен тата хамӑрăн ятран хисеплěн пуҫ тайса, чěререн тухакан чи хěрӳллě те ӑшӑ сӑмахсемпе Ваттисен уявě ячěпе саламлатпăр.

Сирěн ҫамрӑклӑх йывăр та асаплӑ вӑрҫӑ ҫулěсемпе тӳр килнě. Эсир вĕсене пысӑк чӑтӑмлӑхпа тӳссе ирттернě. Сӑпайлӑ та ěҫчен ватӑсем, тавтапуҫ сире ҫамрӑк ӑрушӑн ырӑ тěслěх пулнишěн.

Сире пурне те ҫирӗп вӑй-хал, ырлӑхпа телей тата малашлӑх çине шанчӑклӑн пӑхма сунатпăр. Ватлӑхра ырӑ кун-ҫул курӑр, ěмěрěр чăваш сурпанĕ пек вӑрӑм пултӑр.

Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ.
Читайте нас: