Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
9 Октябрӗн 2019, 12:53

Алексеев Петр Михайлович

Мускав хулинче пурăнакан Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, хисеплĕ ентеше Петр Михайлович Алексеева 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ Петр Михайлович Алексеев хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Авăркас тăрăхĕнчи Шĕвĕрлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ĕçлĕ пурнăçне колхозра тракторист пулса ĕçленинчен пуçланă. Совет Çарĕнче служба иртнĕ хыççăн Шланлăри вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1978-1983 ç.ç. М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче истори факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Мускаври шкулта, каярах 13 № медицина училищинче общество дисциплинисен преподавателĕ пулса ĕçленĕ. 1999-2006 çç - Н.Н. Миклухо-Маклай ячĕллĕ Раççейри ăслăлăх наукисен Этнологи тата антропологи университечĕн сотрудникĕ, 2006 çултанпа «Известия» хаçатăн техника редакторĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. П.М. Алексеев – 30 ытла наука ĕçĕн (çав шутра икĕ монографи те) авторĕ. 2012 çултанпа Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн йышĕнче. Петр Михайлович общество пурнăçне хастар хутшăнать. 1990 çулсен вĕçĕнче Мускав хулинче «Пушкăртстан чăвашĕсем» общество пĕрлĕхне йĕркелес ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Ентешлĕхĕн тĕп тĕллевĕ – Мускавра ăнăçлă ĕçлесе пурăнакан Пушкăртстан чăвашĕсен пурнăçне тĕслĕх вырăнне илсе чăваш чĕлхине, культурине халăх хушшинче анлă сарасси, чăвашсене пĕр-пĕринпе паллаштарасси, вĕсемпе туслă çыхăнусем йĕркелесси.
Ăсчах пулма çивĕч ăс, тĕпчев ĕçĕсене пухса йĕркене кĕртме сахал мар вăхăт, çирĕп сывлăх кирлĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ Петр Михайлович, чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Сирĕн тĕпчев ĕçĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем чăвашлăха аталантарма, чăваш халăхне пĕр тĕвве пухма пулăшчăр.
Пурнăç çулĕ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăхăр.
Тулăх кĕр пек пуянлантăр,
Ыр ĕçсемпе кăмăлăр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.
Читайте нас: