Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Октябрӗн 2019, 13:29

Алексеева Евгения Наумовна

Пелепей хулинче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, ырă кăмăллă та вашават асаннене, кукамая Евгения Наумовна АЛЕКСЕЕВАНА 90 çулхи юбилей ячĕпе!

Юратнă çыннăмăра уяв ячĕпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, нихçан сÿнми телей сунатпăр. Пирĕн хаклă çыннăмăр Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуç ялĕнче çуралнă. Çитĕнсе çитсен Хушăлка ял Канашĕнчи Петровка паççулккине качча тухнă. Аттепе анне виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пире хăйсем пекех ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Çулусен шутне пăхмасăр эсĕ пире халĕ те ăшă кăмăлпа кĕтсе илетĕн, хăвăн ăшшуна парнелетĕн, ырă канашсем паратăн. Эс пуррипе хамăра хÿтлĕхре туятпăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: