Çулсем иртнĕшĕн ан кулян. 65 çул вăл – пĕтĕмлетÿсем тумалли тапхăр çеç. Пурнăç сукмакĕпе малалла та хавхаланса, мал ĕмĕтлĕн ут. Сана сумлă та пархатарлă ĕçшĕн, пире хавхалантарса, пулăшса пынăшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, вăй-хал, юрату, вăрăм кун-çул, нихçан сÿнми телей сунатпăр.