Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Октябрӗн 2019, 13:07

Егорова Вера Геннадьевна

Пишпÿлек районĕнчи Петровка паççулккинче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аннене, тĕнчери чи илемлĕ те ырă кăмăллă кукамая Вера Геннадьевна ЕГОРОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Хаклă çыннăмăр, санăн пурнăç çулĕ такăр та вăрăм пултăр. Кашни куну ырлăхпа, телейпе тултăр, кĕрекÿ сана хисеплекен çынсенчен ан татăлтăр, шухăшланă ĕмĕтÿсем яланах пурнăçланччăр. Сар хĕвел ăшшипе киленсе, пурнăç ырлăхне туйса пурăнма ĕмĕр иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх, савăнăç сунатпăр. Çĕр çинче мĕнпур лайăххи сан валли пултăр!
Аллусем сан чăн та ылтăн,
Кăмăлу хĕвел пекех,
Ĕçÿпе савăнтаратăн,
Мухтанатпăр çемйипех!
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисем, Настя тата Лиза мăнукĕсем.
Читайте нас: