Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
28 Октябрӗн 2019, 12:29

Максимова Валентина Васильевна

Хаклă та юратнă вĕрентекенĕмĕр, хисеплĕ Валентина Васильевна!

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕнчен 1980 çулта вĕренсе тухнисен ятĕнчен тата хамăр класпа хам ятран йышăнса илсемĕр юбилей саламне! Эсир хăвăр пурнăçăра пĕтĕмпех ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Ывăнма пĕлми, канма мансах, çĕрĕ-çĕрĕпе тетрадьсем тĕрĕсленĕ. Унти йăнăшсене тĕрĕсленĕ май пиртен тивĕçлĕ çынсем туса ÿстерме тăрăшнă, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура математикăри пек тĕрĕс шутлавсем тума, лайăх çынсем пулма вĕрентнĕ. Валентина Васильевна, сире хурçă пек çирĕп сывлăх, Владимир Васильевичпа савăнса пурăнма телейлĕ вăрăм кун-çул сунатпăр. Хăвăрăн воспитанникăрсен, ачăрсемпе мăнукăрсен çитĕнĕвĕсемпе яланах савăнмалла пултăр. Чир-чĕрĕ, инкек-синкекĕ сиртен аякка-аякка пăрăнса ирттĕр.
Сире юратса тата хисеплесе – сирĕн вĕренекенĕр
Геннадий Краснов.
Читайте нас: