Ырă кăмăллă‚ юратнăран та юратнă‚ пуриншĕн те хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе пĕтĕм йышпа чун-чĕререн саламлатпăр. Ĕмĕрÿ вăрăм‚ кун-çулу такăр‚ телейÿ тулли‚ сывлăху çирĕп пултăр. Çывăх çыннусен юратăвĕпе тимлĕхне туйса пурăнма сунатпăр.
Тавах сана‚ ыр çыннăмăр‚ пурришĕн‚
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Нумай çул ватăлмасăр пурăнсам‚
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Чун-чĕререн саламласа – мăшăрĕпе ачисем‚ мăнукĕсем.