Юратнă çыннăмăр‚ санăн пурнăç çулĕ такăр та вăрăм пултăр. Кашни куну ырлăхпа‚ телейпе тултăр‚ кĕрекÿ сана хисеплекен тăванусенчен ан татăлтăр. Сар хĕвел ăшшипе киленсе пурнăç ырлăхне туйса пурăнма ĕмĕр иксĕлми вăй-хал‚ çирĕп сывлăх‚ савăнăç сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур лайăххи сан валли пултăр!
Чунтан юратнă‚ хаклă аннене
Салам яратпăр эпир чĕререн
Савса пăхса пире ÿстернине
Эпир манас çук ĕмĕр-ĕмĕре.
Ан чирле‚ ан ватăл‚ ан кулян –
Пурăнах эс çĕр çул савăнса.
Ăс парса‚ вĕрентсе тăр ялан
Хĕвел пек кун-çула çутатса.
Ăшă салампа – мăшăрĕ‚ ачисемпе мăнукĕсем.