Хаклă та сумлă çыннăмăра чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, хавхалану, пур пуçарура та ăнăçу сунатпăр. Çулсем иртнине туймасăр малалла та паянхи пекех хĕрÿ ĕçлеме Турă пулăшса пытăр. Хăвăра упрăр, сывлăхлă пулăр.
Малашне те пултаруллă пулăр,
Нихăçан пĕчченлĕхе ан туйăр.
Йышпа пĕрле утма та çăмăлрах,
Аталану çулĕпе çăмăллăн утăр.
Сире хисеплесе тата ăшшăн саламласа -
«Урал сассин» туслă çемйи.